Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Коопераци кунне паллă турĕç

Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне савăнăçлăн паллă турĕç Вăрнар райповĕн ĕçченĕсем. Раçей потребительсен кооперацийĕн 175 çулхи çул-йĕрĕе тата коллективăн кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕпе райпо канашĕн председателĕ Владимир Федоров тĕплĕн паллаштарчĕ, пурне те уяв ячĕпе хĕрÿллĕн саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех ĕçтешĕсене райпора тимлекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ  Александр Назаров ăшшăн саламларĕ.

Вăрнар райповĕн коллективĕ халăхăн, тĕпрен илсен, ялта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассипе нумай ĕçлет. Кооператорсем кăçалхи ултă уйăхра 51,5 миллион тенкĕлĕх тавар вырнаçтарнă.

Пархатарлă ĕçре ырă тĕслĕх кăтартакансене пур енлĕн хавхалантарса пыраççĕ. Акă, йăлана кĕнĕ тăрăх, уяв ячĕпе чылайăшне пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарчĕç. Сăмахран, çăкăăр комбиначĕн технологĕ Н.Трофимова, 2-мĕш магазин заведующийĕ И.Корнилова тата Л.Савельева бухгалтер «Раççей потребительсен кооперацийĕнче  тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн паллăна тивĕçрĕç. Çавăн пекех потребительсен кооперацийĕнче 30,25 тата 20 çул хушши лайăх ĕçленĕшĕн хатĕрлев пуçлăхне И.Федорована, В.Яковлев водителе, Иртеменкассинчи магазин заведующине З.Леонтьевана паллăпа чысларĕç. Л.Дмитриева буфетчицăна Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Хисеп грамотипе, Мăн Турханти магазин заведующине Э.Осиповăна, Л.Ярчеева буфетчицăна Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотипе, автогараж пуçлăхне Н.Васильева Раççей потребительсен кооперацийĕнче ĕçлекенсен прфсоюзĕн Хисеп грамотипе чысланă. Л.Кондратюк повара «Раççей Федерацийĕн потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. В.Артемьев водителе Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Вуншар кооператор Вăрнар райповĕн Хисеп грамотисене илнĕ. Пысăк чыса тивĕçлисене пурне те укçан панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 июля 2006
00:00
Поделиться
;