Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕслĕх библиотека вулакансене йыхравлать

Наука тата илемлĕ литература изданийĕсемпе, электронлă кĕнекесемпе, энциклопедисемпе пуянланнă, компьютер оборудованийĕпе çирĕпленнĕ тĕслĕхлĕ библиотекăсен шучĕ районта саккăра çитрĕ. юлашкийĕ Иртнĕ эрнере Çавалкасра уçăлчĕ.

Библиотеекăна уçнă çĕре пухăннă ял çыннисен савăнăçĕ вĕçĕ-хĕррисĕр пулнă. Çĕнелсе улшăннăскерне, малтани вулав çурчĕпе танлаштараймăн та. Юсав ĕçĕсен калăпăшĕ те пĕчĕкех пулман çав. Хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци ĕçченĕсем кунта 200 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Çавăн пекех çĕнĕ сĕтел-пукан та, паянхи пурнăçа тивĕçтерекен оборудовани те хăтлăха ÿстерет.

Зенон Валентинович Углов библиотекарь çакă пĕтĕмех Н.Федоров Президентăн Указне пурнăçласа тунă республика,район, поселени пуçлăхĕсен пĕрлехи ĕçĕ пулнине палăртнă.

Мдельлĕ Бибиотека уçнă çĕре район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Иванов, социаллăаталану пай пуçлăхĕ А.Константинова,поселенисем хушшинчи тĕп библиотека директорĕ Л.Маркова та хутшăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 июля 2006
00:00
Поделиться
;