Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Типĕ утă – капансенче

Утă уйăхĕ - ял ĕçченĕшĕн выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрÿ тапхăр. «Знамя» ял хуçалăх кооперативĕ нумай çул ÿсекен курăксене  пухса  кĕртесси çине пысăк тимлĕх хурать. Утă ĕçне кÿлĕннĕ механизаторсемпе водительсем 590 гектар çинчи выльăх апатлĕх акнă культурăсенчен çуррине типĕтсе капансене хыврĕç. Ĕçри хăвăртлăх кашни çын çаврăнăçулăхĕнчен нумай килет: утă çулать-и вăл, паккуслать-и е капана хывать пурте тăрăшуллă хастар та пултаруллă.

Механизатăрсен тепĕр ушкăнĕ Мăн Турханти сĕтнçу ферми çывăхĕсенчи трахшейăсене сенаж хывма хатĕрленет.

Пĕр вăхăт утă ĕçĕнчи хăвăртлăх çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитменнипе чарăнса тăнăччĕ. Паллах, йывăр лару-тăруран ял ĕçченĕн хăйĕннех тухма тивет. Акă, мĕн каласа пачĕ ун пирки хуçалăх ертÿçи Вячеслав Иванович Васильев:

- Выльăх апачĕ хатĕрлесси е тыр-пул пухса кĕртесси нихăш çул та çăмăл килмен. Çапах та пирĕн механизаторсем, йывăрлăхсене чăтма хăнăхнăскерсем, кăçал фермăсем валли апат çителĕклĕ хывса хăварма, тыр-пула типтерлĕ те васкавлă пухса кĕртме сăмах пачĕç. Çакă хамăн кăмăла та çĕклерĕ, уйри пуянлăха алла илме шанăç çуратрĕ.

Мĕнех калăн, ял ĕçченĕсемпе ертÿçĕн çирĕп сăмахĕсем кулленхи ĕçре пурнăçа кĕрсе пыччăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 июля 2006
00:00
Поделиться
;