Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял çамрăкĕсен пушă вăхăтне усăлă йĕркелесси

Ял çамрăкĕсен пушă вăхăтне усăлă йĕркелесси пур çĕрте те пĕрешкелех çивĕч тăрать. Çак ыйтăва кирлĕ пек татса пани,вĕсене сиенлĕ йăласенчен пăрасси çине те пысăк витçм кÿрет - çирĕплетеççĕ,акă, хурăнсурçармăссем.

«Хорнзор» ял хуçалăх производство кооперативçн пуçарăвĕпе çĕклеме пуçланă спорт комплексĕнчи стоттельство ĕçĕсене вырăнти çамрăксем те активлă явăçнă. ,ĕçе хăвăртлатас ыйту, паллах, вĕсене ытларах канăç памасть. Ара, çĕнĕ спортзалпа клуб усăллă канăвăн тĕп вырăнĕ пулса тăрĕç-çке.

Каламалла строительство ĕçĕсем кунта 2000 çултан тытăннă. Укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем «Хорнзор» хуçалăх малтанах хăй çине илнĕ. Анчах район та аякра юлман, юлашки икĕ çулта район бюджетĕнчен 200 пин ытла тенкĕ уйăрса панă. Хальхи вăхăтра асăннă объектра «Вурнарская» МСО ĕçченĕсем тăрăшаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 июля 2006
00:00
Поделиться
;