Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Классем хатĕр

Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул коллективĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленет. Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пулин те, педагогсем тата ĕçпе кану лагерьне çÿрекен ачасем хăйсен вăйĕпех юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, пÿлĕмсене, коридорсене, столовăйне, спортзала йĕркене кĕртсе çитереççĕ. Классем паян тесен паян ачасене йышăнма хатĕр.

Çитес вĕренÿ çулĕ валли çĕнĕ сăн илекен шкул 175 ачана йышăнĕ, çав шутран пĕрремĕш класа пуçласа вунсаккăрăн килĕç.

- Кăçал тин çеç партта хушшине ларакан ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе малтанах курса калаçнă, паллашнă, - терĕ 23 çул хушши кĕçĕн классенчи ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе пуян опыт пухнă, «Ĕç тетрачĕ» ятлă вĕрентÿ пособийĕн авторĕ Надежда Николаевна Алексеева педагог.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 июля 2006
00:00
Поделиться
;