Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Патшалăх наградисене тивĕçнĕ

Мĕн чухлĕ çынна, çемьене хурлăх кунĕ тĕнче шайĕнче инкек - Чернобыльти хăрушă авари - пулса иртнĕренпе кăçал çирĕм çул çитрĕ. Чылайăшĕн пурнăçĕнче хура йĕр хăварнă вăл. Авари хыççăнхи хăрушлăха парас мар тесе вут-çулăм ăшне кĕрсе кайнисене чăтма çук йывăр пулнă. Нумайăшĕ пĕрремĕш уйăхсенчех больницăсенче арăмĕсемпе ачасен куçĕ умĕнчех вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Ун чухнехи салтаксем, çар çыннисем ядерлă катастрофăна пусарассишĕн хăйсене шеллемесĕр тивĕçĕсене пурнăçланă. Путе мĕн хушнине тунă, никам та йывăрлăхсенчен пăрăнса аякра тăман.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн кăçалхи мартнă 31-мĕшĕнче йышăннă указĕпе килшÿллĕн, Чернобыльти атом электростанцийĕнче авари кăларса тăратнă хăрушлăха хирĕç кĕрешнисене паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн, хăйсене хĕрхенмесĕр тăрăшнăшăн патшалăх наградисене илме тăратнă. Вĕсен йышĕнче пирĕн район çыннисем те пур: «Вилекенсене çăлнăшăн» медале Николай Исаевич Александров, Анатолий Георгиевич Васильев, Вениамин Алексеевич Гаврилов, Юрий Митрофанович Курсов тивĕçнĕ. РФ Президенчĕн кăçалхи апрелĕн 30-мĕшĕнчи указĕпе Виталий Викторович Григорьева, Владимир Александрович Ерлыгина, Николай Владимирович Иванова II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медале пама йышăннă. Нумаях пулмасть, районти çар комиссариачĕ патшалăх наградисене тивĕçнисене чысланă, медальсене алла панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 июля 2006
00:00
Поделиться
;