Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Депутатсен Пухăвĕнче

 Ытларикун депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ А.Н.Иванов уçрĕ тата ертсе пычĕ. Ларура пĕлтерĕшлĕ ыйтусене - Вăрнар район хăй тытăмлăх пуçлăхĕн суйлавне ирттересси, республикăри харпăрлăхра тăракан « Калининăри 24-мĕш професси училищи» патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕн объекчĕсене муниципаллă харпăрлăха куçарасси, тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн патшалăх наградисене парасси тата ыттисене те - пăхса тухрĕç.

Пĕлтĕр, кĕркунне, районта пурăнакансем район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, депутачĕсене суйларĕç. Çавна май тивĕçлисем çĕнтерсе халăхшăн тăрăшма кÿлĕнчĕç. Кăçал вара район пуçлăхне суйламалла. Ун пирки район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ А.Матвеев тухса каларĕ. Федераци закондательствипе тата район Уставĕпе килĕшÿллĕн депутатсен Пухăвĕ Район пуçлăхне суйламалли куна палăртрĕ - октябрĕн 8-мĕшĕ. Çавăн пекех суйлав саккунĕсене тĕпе хурса ларура Вăрнар район суйлав комиссийĕн полномочийĕсене Вăрнар район территори суйлав комиссине пама Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕнчен ирĕк ыйтма йышăнчĕç. Район пуçлăхне суйлама халăх пысăк активлăхпа хутшăнасса шанас килет.

Тума йывăр мар та, шухăшлама йывăр, тенĕ каларăшра. Акă, сÿтсе явмалли тĕп ыйтусенчен пĕри  - пуçламăш прфессиллĕ пĕлÿ паракан «Калининăри 24-мĕш училищи» патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕн балансĕ çинче тăракан объектсене муниципаллă харпăрлăха куçарасси - тавра хĕрÿ калаçу пычĕ. Депутатсем хутса ăшăтмалли çĕнĕ тапхăрччен асăннă вырăнта пурăнакан çынсене, студентсене  хăтлă условисем туса парасси  пирки хытах пуçĕсене ваттарчĕç.

Республика агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре пирĕн район предприятийĕсем çулсерен сумлă тÿпе хываççĕ. Депутатсен Пухăвĕнче малта пыракан, пуçаруллă ĕçлекен ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертÿçисене патшалăх наградисем пама тăратасси пирки те калаçрĕç. «Хорнзор» тата Карл Марк ячĕллĕ хуçалăхсен правленийĕсен йышăнăвĕсене пăхса тухса Ф.Г. Кузьмина Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăлама, В.Ф. Шумилова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята пама тăратрĕç. Çавăн пекех  вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ ыйтнипе  хисепе тивĕçлĕ ĕçсемшĕн И.П. Прокопьева «Вăрнар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят пама йышăнчĕç.

Пухура  Шĕнер Ишекре пурăнакан Каницовсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессине те  сÿтсе яврĕç. Çакă çемьере тÿрех виçĕ ача çуралнипе çыхăннă. Район администрацийĕн резерв фондĕнчен çурт валли 100 пин тенкĕ уйăрни Каницовсемшĕн пысăк пулăшу пулĕ.

Вăрнарти Асап тÿснĕ Çветтуй тата Çĕнтерÿçĕ Георги чиркĕвне туса пĕтерессипе çыхăннă ыйтусем тавра та калаçу пычĕ. Шел пулин те, Аслă Туррăн храмне хута ярас ĕç «чăхăмлать». Тĕп сăлтавĕ - укçа-тенкĕ çитменни. Районти  предприяти-организацисем пурте спонсорла пулăшу паман. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин чиркĕве çĕклени Вăрнар поселокĕнче пурăнакансемшĕн кăна мар, районти мĕнпур çыншăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. Чиркÿ туни - сăваплă ĕç. Çавăнпа ыркăмăллăх акцине халăха ытларах хутшăнтарма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ,хуçалăх ертÿçисен тĕллевлĕ ĕçлемелле. Ăс-хакăл çутлăхĕн тата чун аталанăвĕн çулталăкĕнче пурин те пуян чун-чĕреллĕ пуласчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 июля 2006
00:00
Поделиться
;