Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ир тăракан тутă пулнă

Хĕвел тин çеç хĕрелсе тухнăскер, пĕтĕм тавралăха ăшă сапаларĕ. Сывлăм та типсе çитеймен-ха. «Юнтапа» ял хуçалăх кооперативĕн тĕрлĕ йышши техники утă ĕçне кÿлĕнни катаранах илтĕнет. Çакă вăл кайăкла ир тăма хăнăхнă çĕр çынни выльăх апачĕ тулăх хатĕрлесе хăварассишĕн васкани çинчен калать.

Кушар Юнтапаран инçех те мар выльăх апачлĕх акнă курăксен лаптăкĕ катаранах сип-симĕс курăнать. Валерий Антонов механизатор, «Волга-2» косилкăпа хÿхĕм ÿснĕ курăка çулса, хуллен малалла шăвать. Симĕс массăна Петр Кудрявцев, Евгений Дудкин, Юрий Андреев водительсем сĕт-çу ферми çывăхĕнчи траншейăна хăвăрт турттарса тăраççĕ. Николай Елисеевпа Вячеслав Германов хăватлă тракторсемпе курăка траншейăра тĕксе пусăрăнтараççĕ. Александр Иванов бригадир та, уй-хирпе выльăх-чĕрлĕх фермине ертсе пыраканскер, утçи тапхăрĕнче канăçа пачах çухатнă тейĕн. Вăл, ĕç кал-кал пытăр тесе, траншея умĕнче ирех чупкалать, ăна паян-ыран сĕтеклĕ курăкпа тултарса çитермелле-мĕн. Калăпăшĕ те пĕчĕк мар - 500 тонна.

- Выльăх апачĕ хатĕрлесси хуçалăхăн виçĕ бригадинче те ăнăçлă пырать. Хурапыр Юнтапа ялĕнче Иван Гордеев ертсе пыракан бригадăра 450 тонна вырнаçмалли траншейăна силос хывса хăварчĕç. Сенаж тата силос хывса хăварас тĕлĕшпе йĕркеленĕ механизациленĕ звено кĕçех Анатолий Александров ертсе пыракан Уйкас Юнтапари бригадăна куçать, - пĕлтерчĕ хуçалăхри бухгалтеринче утçи тапхăрне шута исе тăракан Альбина Захарченко.

Хуçалăхăн кашни бригадинчех утă хатĕрлесси вĕçленсе пырать. Ăна 120 тонна капана хывнă та ĕнтĕ. Петр Скворцов пенсионер утçи ĕçĕнчен юлмасть. Вăл çулнă курăка тавăрса типĕтет, ăна валсем тăвать. Владимир Рыбаков механизатор çийĕнчех рулонсем туса пырать. Николай Матвеев тракторист рулонсене машинăсемпе прицепсем çине тиесе тăрать. Пресланă рулонсене Михаил Иванов трактористпа Сергей Крылов водитель капансем тунă çĕре хăвăрт леçсе тăраççĕ.

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: ир тăракан тутă пулнă, теççĕ. Юнтапасем,  выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе иртерех пуçăнаççĕ те, кун каçĕпех хиртен кĕмеççĕ. Ун пек чухне ĕçĕ те ăнать: ахальтен мар вĕсем утçи тапхăрне паян-ыран вĕçлеме палăртаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 июля 2006
00:00
Поделиться
;