Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăксене ĕçпе тивĕçтереççĕ

Çуллахи каникул пуçлансан ачасемпе çамрăксем ирĕклĕ, пушă вăхăта  хăйсене кăмăла кайнă пек ирттереççĕ. Пĕрисем, хуласенчен аслашшĕ-асламăшĕсем патне  яла килнĕскерсем, уçă сывлăшпа киленсе пурăнаççĕ, çывăх çыннисене май килнĕ таран пулăшаççĕ.  Теприсем санатори-курортсенче канса сывлăха çирĕплетеççĕ.

Каламалла, шкул ачисем  вăхăта усăсăр ирттермеççĕ: ĕç лагерĕсенче пахча-çимĕç тата ытти культурăсем çитĕнтереççĕ, тавралăха тирпей-илем кÿреççĕ, юсав тума хутшăнаççĕ. Студентсем те  чылайăшĕ практикăра вăй хураççĕ. Çапах та каччăсемпе хĕрсем çуллахи вăхăтра  укçа тÿлекен ĕç шырани час-часах тĕл пулать.  Çавна май районти шкул ачисемпе çамрăксем те таврана тирпей-илем кĕртессипе тата ытти çĕрте тăрăшаççĕ.

Акă, «Республикăри çамрăксен  ĕç биржи» патшалăх учрежденийĕ Мускав облаçĕнчи «Куликово» ял хуçалăх производство кооперативĕнче июнь-август уйăхĕсенче тимлеме  çамрăксен отрядне йĕкелет. Кунта яшсемпе пикесене ял хуçалăх культурисене çумкурăксенчен тасатма тата тиес-пушатас ĕçе явăçтараççĕ. Сăмаха май, вĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтереççĕ, çул укçи те тÿлевсĕр. Кунсăр пуçне апат-çимĕç енчен те çăммăллăх параççĕ. Палăртмалла, çамрăксен 8 пин тенкĕ таранччен ĕçлесе илме май пур.

Асăннă  ял хуçалăх  предприятине кайма кăмăл тунисене 17 çултан кая мар пулмалла.  Пĕрле паспорт, пенси удостоверенийĕ, сывлăх çинчен калакан медицина справки илмелле. Хамăр районта пурăнакансене кăсăклантаракан ыйтусемпе çамрăксен политикин пайне  2-12-70 телефонпа  шăнкăравлама сĕнетпĕр. Шупашкарти адрес: Калинин урамĕ, 102-мĕш çурт, 1-мĕш корпус. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 63-44-99, 63-62-32.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 июля 2006
00:00
Поделиться
;