Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Автотранспорт хатĕрĕсем» операци

Кăçалхи июль уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен район территорийĕнче «Автомототранспорт хатĕрĕсем» профилактика мероприятийĕ иртет. Операцие çулсем çинче транспортпа çыхăннă инкек-синкек пуласран асăрханас, ГИБДД уйрăмĕнче палăртнă йĕркепе регистрацилемен, çул çине кăларма юраман, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухман автомототранспорта тупса палăртас, усă курман техникăна хута ярас тĕлĕшпе мерăсем йынăшас тĕллевпе ирттереççĕ. Çак тапхăрта ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем транспорт хатĕрĕсен юсавлăхне уйрăмах тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Асăнса хăваратпăр, техникăна утилизацилес тесен транспот хуçинчен заявлени, паспорт, техника паспорчĕ, регистраци паллисем кирлĕ. Енчен те транспорт хатĕрĕн докуменчĕсем çук пулсан, çакăн çинчен ăнлантаракан хут, вырăнти ГИБДД уйрăмĕнче тата Шупашкарти управленире паллă туни пулмалла.

Пĕтĕм ыйтусемпе ГИБДД уйрăмне пыма пултаратăр, çыхăнмалли телефонсем: 2-25-37.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 июля 2006
00:00
Поделиться
;