Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул хĕрринчи пăрусене вăрланă

Янттишĕн антăхакансем ытларах чухне вак-тĕвекпе аппаланмаççĕ, тÿрех пысăк тупăш илме май паракан хаклă пурлăха куç хываççĕ. Акă, иртнĕ эрнере пĕр-икĕ кун хушшинче такамсем кăнтăр кунĕнче Уйкас Кипекрен тата Рункăран пăрусем вăрланă. Выльăхсене хуçисем çултан инçех мар кăкарнă пулнă. Ахăртнех, вăăсем вĕсене машинăпа турттарса каăнă. Уйкас Кипекре вунă уйăхри хура ула пушмак пăру çухалнă, хуçисем 12 пин тенкĕлĕх шар курнă. Рункăра пурăнакан  çур çулти пăрушĕсĕр тăрса юлнă. Шел, милици ĕçченĕсем халлĕхе вуыльăх вăрисен йĕрĕ çине ÿкеймен-ха.

Çак ырă мар тĕслĕхсем пăру хуçисене те   тимлĕрех пулмаллине  аса илтереççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2006
00:00
Поделиться
;