Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хÿтлĕх

Вăрнатри ача-пăча ачĕ пултарулăх хальхинче ачасене мар, тĕрлĕ сăлтава пула сусăрланнисене путарнă. Спорт вăййисене вара вăрнарсемсĕр пуçне йĕпреçсем те хутшăннă.

Районти историпе краеведени музйĕнче йĕркеленĕ тĕл пулу инвалидсен асĕнче уйрăмх ырă йĕр хăварнă.

Тĕп мероприяти те чылайлăха асра юлĕ. Вăйăсем пуçланиччен пухăннисене Чăваш Патшалăх канашĕн депутачĕ: Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников саламланă, паян республикăра инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси кирлĕ шайра пулмаллине палăртнă.

Район администрацийĕн социаллă аталну пайĕн А.Константинован сăмахĕсем те пухăннисен чĕрисене ырăлăх туйăмĕсем çуратнă. Вăл кĕскен районăн экономика аталанăвĕнчи çул-йĕрпе паллаштарнă, пурне те ăнăçу суннă.

Ăмăртусем шашка, шахмат тата дартс енĕпе иртнĕ. Çĕнтерÿсем йышĕнче - В.Чернов, Г.Степанов, А.Николаева, Т.Амбрашкина, И.Козлов. Вĕсем пурте дипломсене тата укçан парнене тивĕçнĕ.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти те çак кун аякра юлман. Акă, ăмăртăва хутăшннисенчен чи аслине - Йĕпреçре пурăнакан 82 çулхи С.Киргизов, чи кĕçĕннипе - Вăрнарти 17 çулхи И.Козлов, çавăн пекех Йĕпреç районĕнчи инвалидсен обществин председательне А.Ильинана - шахматпа вылякан пĕртен-пĕр хĕрарăма - чей сервисĕсем парнеленĕ. Юлташла тĕл пулăва хутшăннă ытти участниксем та асăннă партин асăнмалăх парнисене твĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2006
00:00
Поделиться
;