Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаçат статьисем - интернетра

Çĕнĕ информаци технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа пурнăçра вырăн тупнă май, пичет ĕçĕнче тимлекенсене те çĕнĕлле ĕçлеме хистеççĕ. Республикăра, акă, кĕске вăхăтра «Чăваш енри массăллă информаци хатĕрĕсем» порталне йĕркелерĕç. Кунта та çĕнĕлĕхсĕр мар. Халĕ интернетпа усă куракансем унта чăвашла хыпарсене  те çăмăллăнах вулама пулатраççĕ.

Иртнĕ эрнере вара чăваш наци музейĕсенче асăннă портала «тултарассипе» ятарлă семинар-практикум иртрĕ. Ăна республикăри культура министерствин тата «Интернет-сервис» компанин специалисчĕсем йĕркелерĕç, публикацисене вырнаçтарассипе кирлĕ сĕнÿ-кунашсем пачĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2006
00:00
Поделиться
;