Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шывçн турачÿ ăукĕĕĕ

Çанталăк питĕ шăрăх пулнă май, ача-пăча та, аслисем те юханшывсем, кÿлĕсемпе пĕвесем патнелле туртăнаççĕ, шыва кĕрсе киленеççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ. Анчах тепĕр чухне асăрханмасăр инкек сиксе тухма та пултарать. Юлашки кунсенче кăна район территорийĕнчи пĕвесемпе кÿлĕсенче тăватă çын путса вилнĕ.

Иртнĕ вырсарникун, акă, шывра икĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Каçхине пилĕк сехет тĕлнелле Тăвальушкăнь Ялтăрари пĕвере çак ялти вăтăр пĕррери арçын, ÿсĕрскер, путнă. Çурçĕр çитеспе Уравăш çумĕнчи плотинара та инкек пулнă - Вăрнарта пурăнакан çирĕм улттăри çамрăк хĕрарăм, çырантан хĕрĕх метра яхăн ишсе кĕнĕскер, каялла тухайман. Ăна шывран кăларма Шупашкартан водолазсем чĕнсе илме лекнĕ. Темиçе кун маларах, июлĕн 13-мĕшĕнче, Туçи Çармăсри пĕвере тăванĕсем патне Шупашкартан хăнана килнĕ вун тăваттăри хĕрача путса вилнĕ. Çак уйăх пуçламăшĕнче Уравăш варринчи пĕвере вăтăр улттăри арçын пурнăçĕ татăлнă. Вăл ÿсĕр пулнă.

Шывăн турачĕ çук, путма тытăнсан нимĕнрен те ярса тытаймăн



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2006
00:00
Поделиться
;