Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Солнышко» - çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Вăрнарти 1-мĕш «Солнышко» ача сачĕ тирпей-илем кĕртес, эстетикăллă формăсем йĕркелес тĕлĕшпе районти шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учежденийĕсем хушшинче çĕнтерсе республикăри конкурса хутшăнма тивĕçнине пĕлтернĕччĕ.

Халĕ республика шайĕнчи проектсен тупăшăвне те пĕтĕмлетнĕ ĕнтĕ. Çĕтерÿçĕсем хушшинче «Солнышко» ача сачĕ те пур - вăл «Пĕчĕк симĕс хула» проектне пурнăçа кĕртме 15 пин тенкĕ выляса илнĕ. Çак укçа-тенкĕ, паллах, ача-сачĕн илĕртÿлĕхне ÿстернĕ, территорие санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен лайăхлатнă, ачасене канма-выляма тивĕçлĕ условисем туса панă çĕре кайĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 июля 2006
00:00
Поделиться
;