Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăшă тĕлпулу

Тăван шкул, юратнă учительсем, пĕрле парта хушшинче ларнă тус-юлташсем... Çулсем умлăн-хыçлăн шăваççĕ – вĕсем вара яланах асра. 10 çул хушши вĕрентсе пĕлÿ панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă шкул чылай вăхăт иртсен те хăйĕн патне тăван кил пекех туртать. Акă, çĕнелсе илемленнĕ, улшăннă, çапах та тăван классем, ача чух шкул картине лартнă, халĕ ешерсе кайнă капмар йывăçсем т.ыт.те – пĕтĕмпех чун-чĕрене çывăх. Калининăри вăтам шкултан 30 çул каялла (1976 çулта) вĕренсе тухнисен те нумаях пулмасть иртнĕ тĕлпулура чĕрисенче çакнашкал туйăмсем хуçаланнине çирĕп ăнланчĕç.

1976 çулхи выпускниксем 32-ĕн пулнă. Пурте мар пулин те, вĕренсе тухнисен тĕлпулăвне те йышлăн пухăнчĕç вĕсем. Пĕрле ăс-тăн пухнă, ача чухнехи вăхăта ирттернĕ тусĕсене, хĕр-тантăшĕсене курса калаçма хăшĕ-пĕрисем аякри вырăнсенчен килсе çитнĕ. Тĕлĕнмелле те, çак класа çÿренисенчен виçĕ хĕрпе виçĕ каччă пĕр-пĕрне тупса, килĕштерсе виçĕ çемье чăмăртанă, халĕ ача-пăча çитĕнтереççĕ. Акă, Зинăпа (хĕр чухнехи хушамат – Журавлева) Сергей Волковсем Калинино салинчех тĕпленнĕ. Тамарăпа (Блинова) Александр Егоровсем Çĕнъялта пурăнаççĕ, пысăк хуçалăх тытаççĕ. «Ялти чи сумлисенчен, хисепе тивĕçнисенчен пĕри ку çемье. Туман-пĕлмен ĕç çук вĕсен: çĕр çинче пахча-çимĕç тата ытти культурăсем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхне картиш тулли тытаççĕ, çăматă та йăвалаççĕ – нихăçан та алă усса лармаççĕ»,- пĕлтерчĕ вĕсем çинчен Калининăри шкул директорĕ Т.П.Ефимова. Тепĕр мăшăра çар çыннисен çемьи темелле: упăшки Владимир Венедиктов – подполковник, арăмĕ Лариса Венедиктова (Князева) – капитан званийĕсенче.

Ку класс руководителĕнче тимленĕ Маргарита Васильевна Рукавишникова тĕлпулура хисеплĕ хăна пулнă: 30 çул каялла (ун чух хăй те çамрăк хĕр кăна-ха) вăл ертсе пынипе 10 класс пĕтернисем паянхи кун та юратнă вĕрентекенĕпе çыхăну татмаççĕ, тав тăваççĕ. Маргарита Васильевна та вĕсене ырăпа кăна аса илчĕ, вĕренÿре тăрăшуллă пулнине палăртрĕ, ун чухнехи яшсемпе пикесем паян ура çинче çирĕп тăнишĕн, шкул чысне ÿкерменнишĕн мухтаннине пĕлтерчĕ. Пĕрле пухăннă чух пурте аса илÿсен авăрне путрĕç: уроксенче учительсене тимлĕн итлесе ларни, выляса-кулса савăнни, культурăпа спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнни, экскурсисене çÿрени, тус-юлташсем тупни... - аса илмелли, паллах, нумай.

Палăртма кăмăллă, пухăннисем тăван шкул аталанса, тĕрлĕ конкурссенче мала тухса пысăк сум çĕнсе илнишĕн савăннине пытармарĕç. Ку шкул вĕсемшĕн пурнăç никĕсне хывнине, кунта илнĕ пĕлÿ халĕ те пулăшса пынине пĕр саслăн çирĕплетрĕç. «Пире учительсемпе те, шкулпа та калама çук ăнчĕ»,- терĕç вĕсем пĕри те пĕри.

П.Ефимова пĕлтернĕ тăрăх, 50 çул каялла вĕренсе тухнисемпе ноябрь уйăхĕнче тĕлпулу йĕркелеме планлаççĕ. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе хĕрÿ ĕç пырать: кашнин адресĕсене шыраççĕ, йыхрав хучĕсем хатĕрлесе яраççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2006
00:00
Поделиться
;