Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкул ачисен пулăшăвĕ

Фермăсем валли выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕре шкул ачисем те куллен хутшăнаççĕ, хуçалăха пысăк пулăшу пачĕç. Сăмахран, Валерий Артемьев, Александр Скворцов, Алексей Артемьев вĕренекенсем лашасен вăйĕпе  çулнă курăка тавăрса типĕтрĕç, валсем туса пычĕç. Утă рулонĕсене капана хывнă çĕрте Владимир Спиридонов, Евгений Григорьев, Вячеслав Мажаров пысăк тăрăшулăх кăтартнă.

Хуçалăх 120 тонна ытла типĕ утăна капана хывнă. Çакăнта шкул ачисен тÿпи уйрăмах пысăк. Халĕ вĕсем тыр-пул пухса кĕртме хатĕрленеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 июля 2006
00:00
Поделиться
;