Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăратлăха лайăхлатаççĕ

Çĕршывĕпе илсенех агропромышленность комплексĕ пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Фермăсенче ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк пулни, выльăхсем генетика ыйтăвĕсене тивĕçтерменни, вĕсен шучĕ чакса пыни аш-какай сĕт туса илнĕ çĕрте чăрмав кÿрет.

Пирĕн районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем «Агропромышленность комплексне аталантарасси» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Акă, Родник» агрофирма аш-пăш, сĕт ытларах туса илессипе ÿстерес тесе выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне лайăхлатма Венгри Республикинчи ăратлăхпа ĕçлекен хуçалăхран «Мегалополис» организаци урлă çамрăк выльăх илесшĕн. Çавăн пекех Вăрмар районĕнчи «Арабоси» агрофирма, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ял хуçалăх предприятийĕ те Венгри Республикинчен выльăхсем туянма кăмăл тунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 июля 2006
00:00
Поделиться
;