Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ

Кăçал, иртнĕ уйăхра, çавалкассисемшĕн культура анинче тата тепĕр çĕнĕлĕх пурнăçа кĕчĕ. Ялти культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнчи пысăк та çутă пÿлĕмре тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Унта вырнаçтарнă оборудовани вулакана кĕнекепе туслаштарма, пĕлĕвне пуянлатма, тавракурăмне сарма, тĕнчере пулса иртекен пулăмсене ăса хывма пулăшаççĕ.

- Тĕслĕх библиотекине уçнă хыççăн çитĕннисем те, шкул ачисем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те пирĕн пата йышлăн çÿреме пуçларĕç. Çакна ăс-хакăл çутлăхĕн тата чун аталанăвĕн çулталăкĕнче хам тунă ырă утăмсенчен пĕри тесе шутлатăп, çынсене малашне те кĕнекепе туслаштарма, вĕсен пĕлĕвĕпе тавракурăмне ÿстерсе пыма тăрăшăп,- терĕ тĕслĕх библиотекинче тимлекен Зинон Валентинович Углов.


"Çĕнтерÿ çуле"
26 июля 2006
00:00
Поделиться
;