Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вырма хатĕр

Кăçал районĕпе вырмана 110 комбайн хутшăнать. Вĕсене тĕш-тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртме мĕнле хатĕрленине тĕрĕслеме районта ятарлă комисси çирĕплетнĕ. Иртнĕ эрнере вăл чылай хуçалăха çитсе курчĕ, унти лару-тăрупа паллашрĕ.

Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн машинăпа трактор паркне çитсенех кунта тирпей-илем хуçаланни палăрчĕ. Вырмана хутшăнакан комбайнсене пĕр рете лартнă. Хуçалăхăн инженер-механикĕ А.Кожанов каланă тăрăх, кăçал саппас пайсене 430 пин тенкĕлĕх илнĕ. Комбайнсем пурте «Дон» маркăллисем. Кăçал, акă, лизинг фончĕ шучĕпе, тепĕр «Дон-1500Б» туяннă.

Техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче комисси пысăк çитменлĕхсем тупса палăртмарĕ, комбайнерсене ĕç сыхлавĕ, пушар, техника хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнассипе тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ.

Тĕрĕслев комиссийĕ «Янгорчино» кооперативра та, «Санар» агрофирмăра та пулчĕ. Кунта техникăна вырмана хатĕрленипе кăмăллă юлчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 июля 2006
00:00
Поделиться
;