Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Муркашсем санарпусен опычĕпе паллашрĕç

        Юн кун «Санар» агрофирмăра Муркаш районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен агрономĕсем ĕçлĕ çул-çỹревпе пулчĕç. Вĕсем ял хуçалăх культурисене туса илнĕ çĕрте çĕнĕ технологисемпе усă курассипе паллашрĕç.Тулли пучахлă, ылтăн тĕслĕ тырă пуссисене курса çỹренĕ май агрофирма ертỹçи Роберт Петров хăнасене хуçалăхри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ.Ял хуçалăхĕнче техникăсăр пĕр утăм та тăваймастăн. Вĕсемпе усă курни - ĕç тухăçлăхне ỹстерет. «Эпир машинăпа трактор паркне çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Паянхи куна пирĕн 14 трактор, 13 машина, 6 комбайн уй-хир ĕçĕсемпе хутшăнаççĕ. Кăçал çĕрулмие им-çамламалли тата çеçкисене турамалли агрегатсем илтĕмĕр. Чăвашагролизинг урлă çĕнĕ трактор МТЗ-1221 тата культиватор туянтăмăр. Çавăн пекех хуçалăхри ĕçсене механизацисемпе те сахал мар тăрăшатпăр. Сăмахран, çĕрулми туса илнĕ çĕрте Германирен туяннă комбайн пĕтĕм ĕçе пурнăçлатьĕ Çитес вăхăтра çĕрулми суйламалли çĕнĕ агрегат килсе çитмелле. Санарпуçсем çуллен ял-хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илеççĕ. Им-çамланă чухне Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче туса кăларакан «Август» фирмăн препарачĕсемпе усă курни тухăçлăха ỹстерет. Акă, «Безенчукская» тата «Казанская-560» кĕрхи тулă сорчĕсем пĕр гектартан 59_51 центнер тухăç панă. Çумкурăксăр ларакан тыр-пул уйĕсем муркашсене чăннипех те тĕлĕнтерчĕç. «Сирĕн уйсене курсан ĕçлес хастарлăх ỹсрĕ, - тесе пĕлтерчç хăнасем. Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем тĕштырă тата туса илнĕ çĕрте Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ туса кăларакан препаратсемпе усă курсах каймаççĕ. Паянтан çĕнĕлле ĕçлĕпĕрĕ Муркаш районĕн ял хуçалăх специалисчĕсем çав кун чылай кирлĕ сĕнỹ илчĕç, «Санар» агрофирмăран вăрлăх туянасси пирки те калаçса татăлчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 августа 2006
00:00
Поделиться
;