Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Энергетиксем район экономикин аталанăвне уйрăмах пысăк тÿпе хывассе

        ЧР Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерствин транспорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Людмила Леонидовна Иванова ертсе пыракан ушкăн «Сельхозэнерго» тулли мар яваплă общество тата «Çурçĕр электричество сечĕсем» Вăрнарти участокĕн коллективĕсенче пулчĕ. Энергетиксем район экономикин аталанăвне уйрăмах пысăк тÿпе хывнине палăртмалла. Вĕсем çав тери кăткăс та яваплă ĕçе чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Икĕ коллективне те пысăк опытлă, пултаруллă çынсем – Леонид Петрович Елизаров тата Владимир Иванович Ильин – ертсе пыраççĕ. Вĕсем Министерство кунне хутшăннисене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç, çивĕч ыйтусене çĕклерĕç.
Министерство кунне çавăн пекех район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ – район архитекторĕ Александр Владиславович Лукин хутшăнчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
18 августа 2006
00:00
Поделиться
;