Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кредит илетĕн – кил-çуртлă пулатăн

 

Çĕршыв малашлăхĕ уçă пуласси чи малтан çемьерен килет. Мĕншĕн тесен чи малтан шăпах çемьере çамрăк ăру кăмăл-сипет енчен таса, ăс-хакăл енчен сывă пулма, мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, ватта-вĕтте хисеплеме, çĕршыва юрăхлă çын пулма вĕренет. Çемье вăл – патшалăх тĕрекĕ. Анчах та, пытармалли çук, паянхи кун чылай çамрăк çемье кил-çурт тĕлĕшĕнчен хĕсĕк пурăнать. Çавна пулах ĕнтĕ мăшăрсем хушшинче харкашусем пулса иртеççĕ. Кун пек лару-тăрура вара ача-пăчана тивĕçлĕ воспитани пама çук.

Çак эрнере районта иртнĕ Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерстви кунĕнче çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Ăна Строительство министерствин, Раççей Перекет банкĕн Чăваш енри уйрăмĕн, «ЧР ипотека корпорацийĕ» уçă акционерсен пĕрлĕхĕн, районти ял поселенийĕсен представителĕсем райадминистрацин залĕнче сÿтсе яврĕç.

Республикăра пурăнакансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси патшалăх политикинче халĕ уйрăмах çирĕп вырăн йышăнать. «Раççей гражданĕсене – хăтлă тата пурте туянма пултаракан кил-çурт» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес тата ипотека кредитне парас системăна аталантарас тĕлĕшпе «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераци тата «Чăваш Республикинче 2005-2010 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр строительствине патшалăх енчен пулăшасси», «2003-2010 çулсенче Чăваш Республикинчи пурăнмалли çурт-йĕр коммуналлă хуçалăха реформăласси тата çĕнетсе улăштарасси», «2002-2010 çулсенче çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама патшалăх енчен пулăшасси» республикăри программăсене хатĕрленĕ. Вĕсем усă курса чылай чăваш çынни кĕске вăхăтра кил-çуртлă пулчĕ.

Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикин территорийĕнчи филиалĕсем çамрăк çемьесене пулăшассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Çамрăк çемье» программа йĕркипе кил-çурт кирлĕ, 30 çула çитмен мăшăрсене тата тулли мар çемьери граждансене çулталăкра 13 процентлă кредита 20 çуллăха параççĕ. Ку чухне çемьере ачасем пур е çуккине те пăхмаççĕ. 15 çул хушшинче процент виçин хăш-пĕр пайне е пĕтĕмпех тÿлеме республика бюджетĕнчен субсидилеççĕ. Пĕрремĕшĕ чухне заемщик малтанхи виçĕ çулта 5 процент, хыççăнхи 12 çулта – 10 процент тÿлет. Енчен те çамрăк çемьере виçĕ (е ытларах) ача е ялта ĕçлесе пурăнакан мăшăрсенчен пĕри аслă пĕлÿллĕ тата вăл ĕç договорне 5 çултан кая мар тунă пулсан, е çемье членĕсенчен пĕри инвалид пулнине ç-ирĕплетсен процент виçисене пĕтĕмпех субсидилеççĕ.

Патшалăх пулăшăвне мĕн чухлĕ уйăрасси кредит илекенĕн тупăшĕнчен килет. Ăна заемщик тĕп ĕçре ĕçленипе кăтартаççĕ. Çавăн пекех кредит тÿлеме пултарнин расчетне банк унăн мăшăрĕн тата çамрăк çемьен ашшĕ-амăшĕсен тупăшне те кĕртет.

«Çамрăк çемье» программăпа кăçал пирĕн районта ку вăхăт тĕлне çурт-йĕрлĕ пулас текен 14 çамрăк çемье патшалăх пулăшăвне илмелле. Анчах та Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерствин инвестици программисен тата пурăнмалли çурт-йĕр управленийĕн пуçлăхĕ Инна Валерьевна Пронина каланă тăрăх, çакă вăл пĕчĕкрех кăтарту.

- Çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма пулăшма кăçал, сăмахран, республика бюджетĕнчен те, федераци бюджетĕнчен те сахал мар укçа уйăрнă. Анчах кредит илекенсен йышĕ çав-çавах пĕчĕк,- терĕ вăл. - Ял поселенийĕсенче, банксенче вăй хуракансен халăх хушшине ытларах тухса çÿремелле, çамрăксем мĕнле пурăннипе интересленмелле. Пурăнмалли çурт-йĕр çуккисен е ăна çĕнетес текен çемьесене май пур таран кредит илме пулăшмалла. Телейлĕ, çирĕп çемье пулсан çĕршывăн малашлăхĕ те пулĕ.

Шел пулин те, çурт-йĕр çавăрас е хваттер туянас текен çамрăк çемьесен списокне Кульцав, Аçăмçырми, Мăн Явăш, Шĕнер Ишек, Кĕçĕн Кипек ял поселенисем августăн 16-мĕшĕ тĕлне халĕ те тăратман. Вĕсен ĕçе хăвăртлатмаллах. Мĕншĕн тесен республикăри программăпа çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма кредит илме кăçал кăмăл тунă çамрăк çемьесен списокне, район пуçлăхĕ çирĕплетнĕ хыççăн, Строительство министерствинче сентябрĕн 1-мĕшĕччен, 2007 çул валли – ноябрĕн 1-мĕшĕччен кăна йышăнаççĕ.

Кил-çуртлă пулас текен кашни çемьен патшалăх пулăшăвне илме май пур. Унпа усă курса юлмаллах.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 августа 2006
00:00
Поделиться
;