Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленеççĕ

 
Юнкун, министерство кунĕ иртнĕ май, хула строительствин тата обществăлла инфраструктура ататалăнăвĕн министрĕ Александр Николаевич Гончаров ертсе пынипе района асăннă министерствăра тимлекен специалистсем килсе çитрĕç. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çурт-йĕр реформин управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Иванович Глотов тата обществăлла инфраструктура пайĕн пуçлăхĕ Александр Владимирович Гридчин Вăрнар хула поселенийĕн главипе В.Я.Львовпа тата район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе П.И.Ивановпа пĕрле «Тепловодоканал» Вурнарский» предприятие çитсе курчĕç. Кунта ĕçлекенсемпе пĕрлех тĕлпулăва «Ремтехсервис», «Жилсервис» обществăсенче вăй хуракансем те хутшăнчĕç.
Каламалла, çурт-йĕр реформи тавралла халĕ те хĕру тавлашусем, калаçусем пыраççĕ те, Сергей Глотов та ку çивĕч ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. «Тупăшлă ĕçлес тесен, çÿлтен пулăшу кĕтмелле мар. Хăвăрăнах çĕнĕ ĕç меслечĕсене шырамалла, энерги перекетлекен, паянхи кунхи оборудованипе усă курмалла. Муниципаллă предприятисен малашне пурнăç татах та йывăрланĕ» - тесе палăртрĕ вăл.
Чăнах та, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх системинче тимлекенсемшĕн чи кăткăс вăхăт – хутса ăшăтмалли тапхăр - çывхарать. Синоптиксем шантарнă тăрăх, ку хĕлле те сивĕ те хаяр килмелле. Çавна май халăха ăшăпа тивĕçтерекенсен кĕркуннеччен хăйсене пăхăнса тăракан объектсене пуренлĕн хатĕрлесе çитермелле, хăть мĕнле кăткăс лару-тăрура та йывăрлăхсене çĕнтерме май пулмалла. Сергей Иванович, çавăн пекех, çурт-йĕр фондне пăхса-асăрхаса тăмалли формăна суйлассипе вăхăта тăсса ямалла маррине çирĕплетрĕ.
«Тепловодоканал» Вурнарский» МУП ертÿçи А.В.Старовойт, предприяти районта хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессипе активлă ĕçленĕ май, ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлереххине каласа пачĕ. Вĕсем пăхса тăракан 10 котельнăйран вăрнартисем (улттăшĕ) хĕллене кĕтсе илме хатĕр ĕнтĕ, ялтисенче кăна хăш-пĕр кăлтăксене пĕтермелле. Палăртмалла, пĕлтĕрхи хĕлле Хĕвелтухăç микрорайонĕнчи 1-мĕш котельнăй кăна йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Кăçал вара тăрăшсах кунти котела уллăштарасшăн.
Акă, хальхи вăхăтра котельнăйсенче системăсене тасатса кăларассипе ĕçсем пыраççĕ. Каласа хăвармалла, кăçал хĕллехи тапхăрта йывăр лару-тăру сиксе тухасран, котельнăйсенчи кăмрăкпа çунтаракан хурансене те йĕркене кĕртнĕ. Вăрнарти котельнăйсенче курса çÿренĕ май Шупашкартан килнĕ специалистсем районта хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси вăхăтра пурнăçланса пынине, кунти лару-тăрупа кăмăллă юлнине палăртрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 августа 2006
00:00
Поделиться
;