Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пысăк хаваслăхпа ĕçлеççĕ

            «Паянхи пирĕн тĕп тĕллев – лартса-акса хăварнă культурăсене тивĕçлипе пуçтарса кĕртсе упрасси»,- каласа парать «Янгорчино» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Геннадий Васильевич Романов. Хуçалăхăн кăçалхи ĕççинче 570 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тырăсем вырса-çапса илмелле. Вăл шутран кĕрхи тырăсем 129 гектар, çурхи тулă 189, урпа 203, сĕлĕ 16 гектар тата ытти те. Хуçалăхăн тырă выракан «Дон-1500Б» 2, выльăх апачĕ хатĕрлекен пĕр «Дон-680» комбайн пур. Вĕсене Борис Раков, Леонид Леонидов, Геннадий Семенов комбайнерсем тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Малтанхи кунсенче пăрçа тата ыраш лаптăкĕсенче вырса çапса илнĕ чух вăтам тухăç гектартан 28 центнерпа танлашнă. Мĕнпур лаптăксене вырнă хыççăн вăтам тухăç гектартан 30-32 центнер пуласса шанаççĕ кунта.
Хуçалăхра вырма ĕçĕсем мĕнлерех пынипе кăсăкланса уй-хире тата йĕтем хуçалăхне çула тухрăмăр. Малтанах 4-мĕш уй-хир бригадин механизациленĕ йĕтемĕ çине килсе çитрĕмĕр. Бригада чылайранпа ĕнтĕ пысăк сортлă тырпул çитĕнтерет.
- Кăçал тыр-пул тухăçĕ тивĕçлипех савăнтарать,– сăмах хускатрĕ соручасток заведующийĕ В.Егорова. - Малтанхи кунсенче 7,7 гектар çинчи ыраша (тухăçĕ 37 ц), 7,5 гектар çинчи кĕрхи тулла (тухăçĕ 44 ц), 6 гектар çинчи пăрçана (тухăçĕ 23 ц) вырса-çапса кĕртрĕмĕр. Паян, акă, 15 гектар çинчи çурхи тулла вырма тытăнтăмăр, тухăçĕ 50 центнерпа танлашрĕ.
Уй-хиртен килнĕ тыр-пула йĕтем çинче «ОВС» сортировкăпа икĕ вăрлăх тасатакан агрегатсене тата икĕ напольнăй сушилкăсене Николай Ярошенкопа Николай Владимиров механизаторсем пĕр тикĕс ĕçлеттереççĕ. Тыр-пула мишуксене тултарса амбарсене пушатнă çĕрте бригада ĕçченĕсем Таня Ваганина, Галя Викторова, Полина Ракова, Рита семенова, Оля Семенова, Надя Иванова, Полина Петрова тата ыттисем те вăр-вар çаврăнăçуллă, савăк кăмăл-туйăмпа ĕçлеççĕ. Тыр-пула сортлассипе ĕçлекенсен йĕтемĕпе юнашарах 2-мĕш бригадăн йĕтемĕ вырнаçнă. Унта та кĕрсе куртăмăр. Эпир çитнĕ чух кунта комбайнсем патĕнчен Юрий Леонидовпа Сергей Ласкин водительсем тырă турттарса килчĕç. Владимир Степанов весовщик илсе килнĕ тырра çийĕнчех тарасапа йышăнса юлчĕ. Кунта та ĕç шавĕ пĕр чарăнмасăр кĕрлесе тăрать. Йĕтем çинче 2 сменăпа ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 12 сехетчен тирпейлеççĕ иккĕн тыр-пула.
Ĕçе кунсерен 20-30 çын хутшăнать, - каласа парать 2-мĕш бригадăн бригадирĕ Елена Ваганина. Уйрăмах вăл А.Игнатьева, И.Катаева, А.Шумельния, С.Пыркина, Н.Романована, Е.Семенована, Е.Магушована, З.Петрована, И.Степанована ырăпа аса илчĕ. Бригадир йĕтем çинче хастар ĕçлекен шкул ачисене пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Андрейпа Алеша Нягăсене, Борис Пыркина, Леонид Трофимова уйрăмах мухтарĕ.
Хуçалăхра ĕçлекенсене аш-пăшран хатĕрленĕ икĕ блюдăран тăракан апатпа 2 хутчен сăйлаççĕ. Вĕсене Н.Пыркина, Л.Падирекова, А.Владимирова, Л.Мышкина техĕмлĕ пĕçереççĕ. Уй-хир хура тар тăкса ĕçлекенсене вырăна илсе тухса апатлантараççĕ. Кун каçиччен 150 çын вĕсем пĕçернине астивет.
- Автопаркра Виталий Гавриловпа Олег Убаков сварщиксем, Сергей Семенов токарь, Николай Алексеевпа Леонид Раков слесарьсем, Андрей Падиреков тимĕрçĕ ĕçлеççĕ. Вĕсем пурте вырмари мĕнпур техникăна юсавлă тытма пулăшаççĕ,- тесе пĕлтерчĕ автопаркăн тĕп инженерĕ Николай Петрович Черкасов.
Улăм тĕксе пуçтарса улăм ури тумалли агрегатсене П.Ефремов, В.Никифоров, Г.Хохлов механизаторсем тухăçлă ĕçлеттереççĕ. С.Степанова, З.Шумильный, З.Петрова, С.Игнатьева, П.Васильева, Полинăпа Иван Васильевсем, пĕр мăшăрсем, улăм урине шăратса тунă пек илемлĕ те пĕр тикĕс тăрласа лартса пыраççĕ.
Уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе тирпейлĕ тăвассишĕн куллен тăрăшса ĕçлет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Елена Антоновна Сергеева, вăл иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех хуçалăх уй-хирĕнче çÿрет, çĕр ĕçченĕсемпе ăшшăн калаçать. Уй-хирте пулнă хыççăн хуçалăхăн ĕне ферми территорине кĕрсе тухмасăр  чун чăтмарĕ.
- Акă, халĕ кăна тепĕр яма сенаж хывса пĕтертĕмĕр,- каласа парать хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ Ираида Николаевна Никифорова. - Хальлĕхе 3200 тонна сенаж, 860 тонна силос хывма ĕлкĕртĕмĕр. 270 тонна пахалăхлă утă хатĕрлерĕмĕр ферма территоринче. Икĕ утă урине, лайăх упрантăр тесе, çиелтен ыраш улăмĕпе витсетăрласа лартнă. Кунтах пăрçа улăмне те хиртен турттарса килсе урана хывса лартнă, кăçалхи çĕнĕлĕх мар-и-ха çакă. Хуçалăхăн Çĕрпел ялĕнчен 4 çухрăмра вырнаçнă Кайри Тукай ялĕнчи 1-мĕш уй-хир бригадинче те пулса курма тÿр килчĕ. Кунта вырма ĕçĕсем аван пыраççĕ. Йĕтем çине самаях тырă килнĕ. Тамара Кузьмина весовщик амбарсене чылай центнер тырă кĕртме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ĕçе пурнăçлама И.Михайлов, О.Николаев, В.Пыркин механиксем тата шкул ачисем нумай пулăшнă. Уй-хирте ĕçлекенсен А.Терентьева, Г.Семенова, Т.Викторова, З.Мышкина поварсем тутлă апат пĕçерсе çитереççĕ. Кунсерен 40-45 çын апатланать. 10 çула яхăн 1-мĕш уй-хир бригада ертÿçинче Роза Валериевна Анисимова тимлет, вăл бригада ĕçченĕсен ĕçĕпе çав тери кăмăллă. Уйрăмах вăл 48 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксен икĕ укосне типĕтсе пуçтарса кĕртме пулăшнăшăн К.Михайлована, М.Михайлована, Л.Николаевана, Г.Анисимована, С.Васильевана, Л.Максимована, С.Егорована, В.Федорована, Г.Кузьминана, Л.Павлована, Н.Михайлована, М.Максимова, У.Ефремована, О.Викторована, А.Кириллована, Р.Матвеевана тата тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, çапах хуçалăха пулăшма тăрăшакан Татьяна Васькована, А.Кириллована, В.Федорована, У.Ефремована чĕререн тăвать.
Çапла, «Янгорчино» кооперативĕн ĕçченĕсем пурте кунсерен уй-хир культурине вăхăтра пуçтарса кĕртессишĕн чун-чĕререн тăрăшса, хавхаланса ĕçлеççĕ.
Вĕсене ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, вăй-хал сунар.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 августа 2006
00:00
Поделиться
;