Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăха çирĕплетрĕç, чун-чĕрепе канчĕç

         СССР халăх комиссарĕсен Канашĕн 1939 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчи 876-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Физкультурник кунне пуçласа 1939 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче ирттернĕ.
1945 çулхи августăн 12-мĕшĕнче вара Мускавра, Хĕрлĕ площадьре, Аслă Çĕнтерĕве халалласа физкультурниксен парадне йĕркеленĕ. Çак чаплă уява хутшăнакансенчен нумайăшĕ кайран, вăрçă хыççăнхи çулсенче, пĕтĕм тĕнчери ăмăртусен, Европа, тĕнче чемпионачĕсен, Олимп вăййисен çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Çак кунтан тытăнса сывă пурнăç йĕркин тусĕсен уявне çулсеренех августра паллă тума пуçланă.
Çĕнĕ Раççейре спортсменсемпе физкультурниксен уявĕ 1995 çулта çĕнĕ вăркăш илнĕ, ăна Раççей Федерацийĕн физкультурăпа туризм патшалăх комитечĕн хушăвĕпе ирттерме тытăннă.
Физкультурниксен, спорт юхăмĕн ветеранĕсен профессилле уявĕн чи ырă та паха енĕсем каламасăрах паллă – халăха сывă пурнăç йĕркине анлăн явăçтарасси, çитĕнекен ăрăва хăйсен сывлăхĕшĕн яваплă пулма хăнăхтарасси, физкультурăпа массăллă спорта пропагандăласси.
Иртнĕ шăмат кун «Химик» стадионта йĕркеленĕ çак уяв чунпа та, кĕлеткепе те усăллă канма май пачĕ. Унта хутшăнакансем – тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем. Парад пуçĕнче вара чи çамрăккисем, поселокри 5-мĕш «Рябинка» ача садне çÿрекенсем, пулчĕç.
Физкультурник кунĕ – уяв çеç мар, ку тапхăрччен тунă çитĕнÿсемпе ÿсĕмсен пĕтĕмлетĕвĕ те. Ку енĕпе вара пирĕн мухтанмалли пурах. Район спортсменĕсем спортăн чылай тĕсĕпе тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пĕрре кăна палăрмарĕç. Волейболистсен, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, футболистсен, çăмăл атлетсен, полиатлонистсен, йĕлтĕрçĕсен çитĕнĕвĕсем чăнахах сумлă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин тата социаллă аталану пайĕн тĕп специалисчĕ С.Политов,  хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников уяв ячĕпе саламланă май, спорт туртăмне чунсенче ачаранах аталантармаллине, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан пурнăçри тĕллевсене çăмăллăнах парăнтарма пултарнине палăртрĕç.
Кăçалхи уяв уйрăмах массăллă иртрĕ. «Химик» стадиона килнĕ кашни çынах спортăн мĕнле те пулин тĕсĕпе ăмăртма пултарчĕ. Программа чăнахах анлă: волейбол, футбол, мини-футбол, шашка, шахмат, бадминтон, баскетбол, дартс, çăмăл атлетика, армрестлинг. Çĕнтерÿшĕн кашни енĕпе хĕрÿ тупăшусем  пычĕç. Мини-футболла выляса, акă, ял поселенийĕсем хушшинче ярмушкасене çитекенни пулмарĕ, санарпуçсем иккĕмĕш, ершепуçсем виççĕмĕш пулчĕç.
Волейбол вăййисен çĕнтерÿçисем çаксем: арçынсем хушшинче – районăн пĕрлештернĕ, район администрацийĕн тата Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн командисем. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче - Çавалкас ял поселенийĕн, ял хуçалăх техникумĕн тата хутăш препаратсен завочĕн волейболисчĕсем.
Шашкăлла та, шахматла та чемпион ятне В.Наумов çĕнсе илчĕ. иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – В.Чернов, А.Максимов (шашка), В.Павлов тата В.Чернов (шахмат).
Алă вăйĕ виçессипе Т.Гудзе, О.Гаврилова, А.Павлов, В.Яковлев вăйлăрах пулчĕç. Çăмăл атлетикăра - Çĕрпел, Ярмушка тата Санарпуç ял поселенийĕсен командисем.
Кăçал уяв историйĕнче пĕрремĕш хут район администрацийĕн тата хутăш препаратсен завочĕн командисем футболла выляса тупăшрĕç. Ырă пуçарăва çулленхи мероприятисен планне кĕртме палăртнине ырламалла кăна. Пысăк футбол уйĕнче иртнĕ хĕрÿ вăйă куракансене чăнахах тыткăнларĕ. Командăсем пĕр-пĕрне тапăнса вылярĕç, анчах та район администрацийĕн команди вăйлăрах пулчĕ, 3:1 шутпа çĕнтерсе вăл куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕ
Каласа хăвармалла: уявра массăллă спорта аталантарас ĕçе хутшăнакан, районăн спорт çитĕнĕвĕсен енчĕкне сумлă тÿпе хывакан вун-вун спортсмен Хисеп грамотисемпе укçан парнепе тивĕç пулчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
22 августа 2006
00:00
Поделиться
;