Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ентешлĕх спортсменĕсен çитĕнĕвĕ

Кăçал çуркунне «Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ» обществăлла организаци правленине çĕнетсе вăйлатни хăйĕн ырă çимĕçĕсене пама пуçăнни яр-уççăн палăрать. Правлени председателĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.К.Кириллов, правлени председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Г.Е.Бурмистров пуçарнипе-тăрăшнипе, акă, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шăпашкарта пурăнакан ентешсем Вăрнар тăрăхĕпе тачăрах çыхăнса ĕçлеме тытăнчĕç. Хуларисем çуралса ÿснĕ тăрăха тăтăшах килсе çÿреме, тĕрлĕ мероприятисене активлăрах хутшăнма пуçларĕç. Ентешлĕх правленийĕ физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх хуни уйрăмах савăнтарать.

Акă, Чăваш ен тĕп хули – шĕкĕр Шупашкарăмăр - çуллен августра хăйĕн çуралнă кунне чыслă-сумлă паллă тăвать. Хула кунне халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлана кĕнĕ. Спорт ăмăртăвĕсене, сăмахран, тĕрлĕ районсен ентешлĕхĕсен командисем те хаваспах хутшăнаççĕ. Кăçалччен, шел пулин те, «Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн» спортсменĕсем çак тупăшусенче вăй виçменччĕ. Правлени председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Геннадий Ефремович Бурмистров, хăй вăхăтĕнче хамăр районта физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре палăрнăскер, ентешсее кăçалхи ăмăртусене хутшăнма çине тăрса хатĕрленĕ.

Кăçал тĕп хуламăрăн кунне халалласа Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн Н.И.Емельяновăн призĕсене çĕнсе илессишĕн «Туслăх» кубокĕн ăмăртăвĕсене тĕрлĕ районсен ентешлĕхĕсен 13 команди хутшăннă. Виçĕ куна пынă çивĕч тупăшусенче вăрнарсен ентешлĕхĕн волейболисчĕсем 1-мĕш вырăна тухнă. Мини-футбол енĕпе те пирĕн ентешсем япăх мар вылянă. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вăрнарсем 3-мĕш пулнă.

Волейболистсен командине куçса çÿрекен Кубокпа тата медальсемпе чысланă, çавăн пекех спорсменсем така çĕнсе илнĕ.

Виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ май «Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн спортсменĕсене 20 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕсемпе чысланă.

Маттур, ентешсем!



"Çĕнтерÿ çуле"
23 августа 2006
00:00
Поделиться
;