Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район уй-хирне

Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче ĕçлекенсен халĕ тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл – акă-лартнă культурăсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пуçтарса кĕртесси. Августăн 22-мĕшĕ тĕлне районта 9060 гектар çинчи тырра вырнă. Ку вăл пĕтĕм лаптăкăн 66 проценчĕ. Хальлĕхе «Санар» агрофирмăра (37,5 центнер) тата «Победăпа» (33,6 центнер), «Хорнзор» (33,5 центнер) хуçалăхсенче тыр-пул чи пысăк тухăçлă.

Уй-хир ылтăнне пуçтарса кĕртнĕ çĕрте кăна мар, çĕр улми пуссинче те хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Çак вăхăт тĕлне «Агрохмель», «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕсенче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тата «Санар» агрофирмăра «иккĕмĕш çăкăра» кăларма тухнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 августа 2006
00:00
Поделиться
;