Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республика шайĕнчи конкурса хутшăнĕç

Вăхăт питĕ хăвăрт шăвать. Ачасем тин кăна каникула кайрĕç пек, акă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те çывхарса çитрĕ. Çулла тăршшĕпе каннă, вăй-хал пухнăскерсем каллех парттăсем хушшине пĕлÿ пухма ларĕç, алла ручка-кăранташ тытĕç. Палăртмалла, усăсăр ирттермерĕç çуллахи вăхăта ачасем. Кашни шкултах сывлăха çирĕплетмелли, ĕç лагерĕсем йĕркеленĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк, теççĕ. Çакна ăнланса ачасемпе çамрăксем шкул пахчисенче вăй хучĕç, пахча-çимĕç ÿстерчĕç. Ку кăна та мар – шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе, ăна тирпей-илем кĕртессипе те сахал мар тăрăшрĕç.

Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсем те ĕç лагерьне çăвĕпех çÿрерĕç. Вăл виçĕ звенопа ĕçлерĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем çуллахи уйăхсенче пахча-çимĕç çитĕнтерессипе тимлерĕç, вак-тĕвек юсав ĕçĕсем пурнăçларĕç. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн территорийĕ тавралла çÿп-çапа тасатса тирпей-илем кĕртрĕç, поселокри ĕçсенчен те аякра юлмарĕç. Нумаях пулмасть, Вăрнарти 2-мĕш шкулти çамрăксен ĕç лагерĕ районти конкурсра мала тухни паллă пулчĕ. Иккĕмĕшсем вырăнта – шĕнерсем. Çĕнтерÿçĕ Ятне тивĕçнĕ Вăрнарти 2-мĕш шкул республикăри конкурсра район чысне хÿтĕлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 августа 2006
00:00
Поделиться
;