Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уй-хир пушанать, вăрлăх акăнать

Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 743 гектар çинчен пухса кĕртмелле пулсан, паянхи кун тĕлне 549 гектарне вырса çапнă. Вырма хăвăрт та тирпейлĕ пулса пыни мĕнпур йышши техника тухăçлă ĕçленинчен килет.

Тырпул пухса кĕртнĕ çĕрте «Дон-1500» тата «Нива» йышши комбайнсем улттă. «Уй-хир карапĕсене» пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерес тесе А.Михайлов, В.Степанов, М.Кустин, А.Романов, В.Михайлов комбайнерсем куллен вăй хураççĕ. Вырма техникин юсавлăхне пăхса-асăрхаса тăрассинче В.Николаев, А.Кустин, В.Николаев, Д.Михайлов, А.Абрамов слесарьсен тÿпи те пысăк. Вĕсем хире тухнăранпа 16.600 центнер ытла тĕш-тырă пухса тĕшĕлерĕç.

Тырра йĕтем çине тирпейлĕ, вăхăтра турттарса тăнă çĕрте Н.Зиновьев, Ю.Григорьев, В.Николаев, Л.Хриссанов, П.Никифоров, М.Кустин шоферсене ырăпа асăнмасăр иртме çук.

Йĕтем çинчи тырра тасатса типĕтмелли комплекса Б.Данилов, Н.Грибов, А.Иванов машинистсем тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Кунти ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ май, таса тырă кĕлете хăвăрт кĕрет.

Вырнă уйсенчи улăма çийĕнчех пухса пыраççĕ. В.Осиповпа Н.Николаев трактористсем уйрăмах пуçаруллă та тăрăшуллă. Вĕсем, улăма пĕр çĕре тĕксе пыраççĕ те, ыттисене урасем тунă çĕрте пулăшса тăраççĕ.

Хуçалăх çитес çулхи тухăçшăн та халех тăрăшать. Çĕртмене Ю.Филипповпа В.Осипов трактористсем пурнăçласа пыраççĕ. Э.Абрамовпа А.Осипов трактористсем кĕске вăхăтрах 80 гектар çине кĕрхи ыраш акса хăварчĕç. Ăна вĕсем паян-ыран 120 гектара çитереççĕ. Хуçалăх çитес çул валли тата 10 гектар çине кĕрхи тулă акса хăварма палăртрĕ. Çак кунсенче ун валли Çĕрпÿри сăнав станцийĕнчен элита сортлă вăрлăх кÿрсе килчĕç.

- Ял ĕçченĕн пуянлăхĕ – пÿлмери тырпулта. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, алла-аллăн тытăнса ĕçленине пула çывăх вăхăтрах тырпула васкавлăн пухса кĕртетпĕр, кĕрхи тырăсене те пысăк пахалăхпа акса хăваратпăр. Кăçалхи тырпул тухăçĕ вăтамран 30 центнер ытла тухать,- терĕ хуçалăхри уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе, тĕрĕслесе тăраканĕ Геннадий Степанович Степанов.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 августа 2006
00:00
Поделиться
;