Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Утарçăсен канашлăвĕнче

Районти утарçăсем март уйăхĕнче иртекен çуркуннехи канашлăва пыл хурчĕсем мĕнле хĕл каçни пирки калаçма, çуллахи тапхăрта мĕн пурнăçламаллине палăртма, кĕркунне вара, август уйăхĕнче, хуртсене хĕл каçарма хатĕрленме пуçтарăнасси ырă йăла пулса тăчĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштаракан, çамрăксене хăйсен ĕçне пуçарса яма пулăшакан тĕлпулусен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вĕсенче утарçăсем специалистсемпе пĕрле тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ, çĕнĕ меслетсемпе тата технологисемпе паллашаççĕ.

Акă, яланхи пекех, кăçалхи кĕркуннехи канашлу та Вăрнарти 29-мĕш училещин актовăй залĕнче иртнĕ. Ăна район  администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ Г.Романов йĕркелесе ертсе пынă. 29-мĕш профессилле училище директорĕ Н.Васильев, пĕрремĕш сăмах илнĕ май, ку вĕренÿ заведенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, кунта алла илме май пур специальноçсен уйрăмлăхĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă, училищĕрен ял хуçалăх валли ăста кадрсем, çав шутра – утарçăсем те – вĕренсе тухнине палăртнă. Сăмахран, хурт-хăмăр ĕçне пуçăнас текенсем пысăк квалификациллĕ специалистсем пулăшнипе çăмăллăнах çак хăнăхусене илме пултараççĕ.

Вăрнар тата Элĕк районĕсен тĕп зоотехник-утарçи И.Федоров пыл хурчĕсем пĕлтĕр мĕнле хĕл каçнин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, утар тытакан 15 хуçалăхри 426 хурт çемьисенчен çуркуннене 367-шĕ тухнă. Палăртмалла, пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕр хуртсем хĕле йĕркеллĕ ирттерсе янă, ку тĕлĕшпе йывăрлăхсем сиксе тухман. Хăш-пĕр утарсенче çемьесем 100 проценчĕпех çуркуннене аван кĕтсе илнĕ. Иван Михайлович, çавăн пекех, çулла хурт-хăмăр ăстисем епле ĕçленине каласа кăтартнă, кĕркуннехи тапхăрта мĕн тумаллине ăнлантарса, тĕп тĕллевсене палăртнă.

Районти ветлаборатори заведующин тивĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ О.Семенова пыл пахалăхне тĕрĕслессипе çыхăннă лару-тăрăва уçса пнă, утарçăсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравланă. Кунсăр пуçне вăл хуртсене аптратакан чирсене – подмора, варротоза, окарапидоза, аскафераза тата ыттисене те – лаборатори условийĕсенче мĕнле тишкернине ăнлантарнă.

Канашлăва Шупашкартан килсе çитнĕ хăна – утарçăсен Чăваш енри агенствин директорĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Г.Максимов та - хутшăннă, Чăваш Республикинче хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе мĕнле лару-тăру «хуçаланнипе» паллаштарнă, усăллă канашсем панă. Хаклă хăна вăрнарсене ырă хыпар пĕлтернĕ: утар ĕçне пĕтĕм кăмăлтан вĕренес текенсем валли, агенство енĕпе спонсорла пулăшу парса, 29-мĕш училищĕре вырнаçтарма инвентарь парнелеме йышăннине каланă.

 Канашлу теори пайĕпе вĕçленмен-ха. Кун хыççăн районти хурт-хăмăр ăстисем хăйсем туса илнĕ пыла курава тăратнă. Палăртма кăмăллă, çакă ырă йăла пулса тăчĕ ĕнтĕ, утарçăсем хаваспах çакнашкал конкурссене хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Хальхинче жюри членĕсем 10 тĕрлĕ пыла тутанса пăхса хакланă. Жюри йышне – канашлăва хутшăннă Г.Максимов, О.Семенова, Н.Васильев, Г.Романов кĕнĕ. Тĕплĕ хаклав хыççăн çĕнтерÿçĕсене палăртнă: 1-мĕш вырăнта - И.Федоров (Вăрнар 1-мĕш вырăн), иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем - Л.Дормидонтов (Оттикăвă) тата 29-мĕш училищин утарĕ, 4-мĕшĕн вырăнта - В.Александров (Вăрнар). Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнесене, Г.Максимов ырă сунса алă пуснă кĕнекене тивĕçнĕ.

Каламалла, çакнашкал куравсене малашне те йĕркелеме палăртаççĕ. Конкурссантсем татах та нумайланса пыни пулни курава тата та кăсăклăх, илĕртÿлĕх кĕртĕ. Кунсăр пуçне канашлăва хутшăнма ахаль çынсен те ирĕк пур. Кунта вĕсем яланах питĕ лайăх пахалăхлă, тĕплĕ тĕрĕслевсем витĕр тухнă пыл туянма пултараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 августа 2006
00:00
Поделиться
;