Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ, вĕренме урока йыхравларĕ

Ĕнер мĕнпур вĕрентÿ учрежденийĕнчи Пĕлÿ кунне уявларĕç. Уйрăмах пĕрремĕш хут шкула ура ярса пусакансемшĕн хумхануллă та савăнăçлă самант пулчĕ вăл. Районта кăçал пуçласа парта хушшине 460 ача ларчĕ.

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул коллективĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ ĕмĕтсемпе, пуçаруллă шухăш-кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Ачасене йышăнма кунта тивĕçлипех хатĕрленнĕ. Классене, коридорсене сăрласа илемлетнĕ, юсав ĕçĕсем чылай пурнăçланă. Кăçалтан кунта пĕлÿ пухакансене çумăр та хăратмĕ ĕнтĕ – тăррине çĕнетессипе пысăк калăпăшлă ĕçсем пыраççĕ.

Паллах, вĕрентÿ учрежденине хăй тĕллĕн кăна аталанма йывăр. Юрать, коллектив паян спонсорсен пулăшăвне çирĕппĕн туйса тăрать. Район администрацийĕ, хутăш препаратсен завочĕ, хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци пысăк пулăшу панă.

Асăннă шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулне халалланă савăнăçлă линейка яланхиллех çÿллĕ шайра иртрĕ. Ăс-тăна аталантарма, çĕннине пĕлме ăнтăлакан хĕрачасемпе арçын ачасене шкул директорĕ М.Матвеева, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин, Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕн çумĕ С.Банюк, Вăрнарти почтамт пуçлăхĕ Г.Зайцева, хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕн çумĕ Е.Захаров, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ А.Федоров, вĕрентÿ ветеранĕ З.Рекаева саламларĕç, пĕлÿ тĕнчинче çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.

Вăрнарти 2-мĕш шкул коллективĕ паян çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парассине, вĕсене пур енчен те аталанма, çынлăха, культурăна вĕрентессине тĕпе хурать, творчествăлла çул-йĕрсем шырать. Ахальтен-и, кунта тимлекенсенчен нумайăшĕ Раççей, республика шайĕнчи наградăсене тивĕçме пултарнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчи уяв савăнăçлă самантпа асра юлчĕ. Чи пуçаруллă, пултаруллă вĕрентекенсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Урока чĕнсе пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те яваплă тапхăр пуçланчĕ. Мĕнех вĕсене пĕлĕвĕн мăнаçлă тÿпине хăпарма ăнăçу сунас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 сентября 2006
00:00
Поделиться
;