Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вырса пĕтерчĕç

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне «Янгорчино» ял хуçалăх предприятийĕ 579 гектар, «Хорнзор» 285, «Победа» 525, «Мураты» 480, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх 771, «Санар» тата «Родник» агро-фирмăсем 589 тата 433 гектар çинчен тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене вырса пĕтерчĕç.

Уй-хир ылтăнĕ аван тухăç панă. Вăтамран кашни гектартан санарпуçсем 37 центнер, хирпуçсем 34, хурăнсур-çармăссем 33, çĕрпелсем 32,1, çавалкас-мăратсем 31 центнер, туçи-мăратсем 28, малти-ишексем 16,5 центнер тырă çапса илнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 сентября 2006
00:00
Поделиться
;