Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

Çулла... Хĕвел пăхать, таврара симĕс курăк ешерет, чечексем çурăлаççĕ. Ачасем каникул вăхăтĕнче канса юласшăн. Анчах ытла хăвăрт иртеççĕ-çке çу кунĕсем! Ĕнер кăна шыва кĕрсе савăнатчĕç вĕсем, паян шкула каймалли пирки те шутламалла. Акă, сисĕнмерĕ те - каникулăн икĕ уйăхĕ хыçа юлчĕ.

Пăртасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн ĕçченĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе классене тирпей-илем кĕртме тытăнчĕç. Кунта пикенсех сĕтел-пукансене сăрлаççĕ. Ачисем те çитĕннисене май килнĕ таран пулăшаççĕ. Кашнинех хăйсен класне чи хитри, таси тăвас килет. Биологипе хими кабинетне йĕркене кĕртнĕ çĕрте саккăрмĕш класра вĕренекенсем нумай тăрăшаççĕ. Класс ертÿçи Елена Егоровна Рыжова пуçарăвĕпе ачасем урайне çĕнĕ линолеум сарас шутлă. Асту малтанхи кивелсех кайнă. Партăсене те юсарĕç вĕсем. Улттăмĕш класс çĕнĕ сĕтел-пукана тивĕçрĕ. Ку хыпар ачасене питĕ килĕшрĕ. Класс ертÿçи Светлана Георгиевна Антонова та чунтанах савăнчĕ. Чăн та, тивĕçлĕ вĕсем ку парнене. Ахальтен мар улттăмăшĕсем вĕренÿре те, ĕçре те малтисен шутĕнче.

Вуннăмĕш класра Лариса Назаровна Анисимова стенасене, доскана сăрласа çĕнетрĕ. Вĕрентекенсем хăйсен кабинечĕсене те тирпейлерĕç. Çĕнĕ стендсем те хатĕрлеççĕ вĕсем. Кĕçĕн класс ертÿçисене пулăшма ачасен ашшĕ-амăшĕсем килеççĕ. Вĕсем партăсемпе кантăксене, шкафсемпе пăрăхсене сăрлаççĕ. Пурте ĕçлеççĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулне ăшă та таса классенче кĕтсе илес тесе тăрăшаççĕ. Учительсем вара: «Çак классенче ачасем тăрăшса вĕренччĕр!» - теççĕ.

Хаклă вĕрентекенсем! Сирĕн пирĕншĕн пăшăрханмалла пулмĕ. Эпир ăс-тăн пĕлÿ илме малаллах талпăнăпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 сентября 2006
00:00
Поделиться
;