Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тĕп вырăнта

Çĕршывра пурăнакансен хăрушсăрлăхĕ, вĕсене хÿтĕлесси патшалăх тивĕçĕ шутланать. Раççейре патшалăх халăха хÿтĕлесси  1932-мĕш çултанпа, халăх комиссарĕсен Канашĕ «Вырăнти сывлăш оборони çинчен» положени çирĕплетнĕренпе пырать. Акă, Аслă Отечественнăй вăрçă чăн-чăн йывăрлăх тĕрĕслевĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче сывлăш оборонин уйрăмĕсем 40 пин ытла вут хыптаракан бомба, 2700 пушар сÿнтернĕ, 3 пин ытла аварие пĕтерме хутшăннă.

Юлашки çулсенче террорла актсем, çутçанталăк пулăмĕсем пула сиксе тухнă инкексем час-часах пулса иртнĕ май граждан оборонине тата чрезвычайлă лару-тăрупа çыхăннă ыйтусене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕслĕхсем кăтартнă тăрăх, çынсем вилни тата пысăк тăкаксем халăх хурăшлăха хирĕç тăма хатĕр мар чух ытларах пулаççĕ. Апла пулсан, граждан оборонин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - çынсене чрезвычайлă лару-тăрура хÿтĕленмелли мелсене вĕрентесси, çак пĕлĕве практикăра усă курма хăнăхтарасси. Хальхи вăхăтра граждан оборонипе тимлекен ертÿçĕсене Шупашкарти вĕрентÿпе методика центрĕнче пĕлÿ параççĕ.

Район территорийĕнче сентябрьĕн 4-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 4-мĕшĕччен гражданла хÿтĕлев уйăхлăхне ирттереççĕ. Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн Указĕпе уйăхлăх планне çирĕплетнĕ: çак тапхăрта граждан оборонипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă мероприятисене мĕнле йĕркеленине тĕрĕслекен смотр-конкурссем ирттерме палăртаççĕ. Вĕренÿ заведенийĕсенче ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсĕсене, кинофильмсем кăтартассине йĕркелеççĕ, шкул ачисемпе студентсене ОБЖ дисциплинипе мĕнле хатĕрленине тата вĕрентÿпе пурлăх базисене тĕрĕслеççĕ. Вĕренÿ заведенийĕсенче хушма калаçусем ирттерсе вĕсенче чрезвычайлă лару-тăрупа, пушар хăрушсăрлăхĕпе, çул-йĕр çинче тата транспорт çинче хăйсене мĕнле тытмаллипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явассине те плана кĕртнĕ. Кунсăр пуçне пушар асăрхавĕн тата ГИБДД уйрăмĕсен инспекторĕсемпе пĕрле тĕрĕслев евĕр практика занятийĕсем ирттереççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 сентября 2006
00:00
Поделиться
;