Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Депутатсен ларăвĕ иртнĕ

Юн кун район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта пĕтĕмпе вунултă ыйту пăхса тухнă. Вăл шутра – «2006 çул валли йышăннă район бюджечĕ» йышăнăва улшăнусем кĕртесси, бюджета пурнăçланин кăçалхи пĕрремĕш çур çулти кăтартусене пĕтĕмлетни, халăх дружинисем çинчен калакан йышăнăва çĕнĕлĕхсем кĕртесси, муниципаллă пурлăха приватизацилессин йĕркипе çирĕплетесси тата ытти те. Ыйтусемпе район администрацийĕн ĕçченĕсем – А.Мтвеев, Л.Анисимова, В.Алексеев, Л.Никифорова, Н.Иванов, С.Павлов тухса калаçнă. Кашнин тĕлĕшпех тивĕçлĕ йышăнусем тунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться
;