Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паспортсем панă

Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн кăçалхи Пĕлÿ кунĕ ытти çулхисенчен уйрăмрах иртнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа салам сăмахĕсемпе пĕрлех, çитĕнекен ăру чĕрисенче патриотлăх туйăмне вăратакан пулăмпа та асра юлнă вăл. Шăпах çак кун Раççей Федерацин миграци службин Чăван енри управленийĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн шалти служба лейтенанчĕ Снежана Валерьевна Петрова вунтăватă çул тултарнă 11 вĕренекене Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документсем – паспортсем – парса чысланă. Хаклă документа илнипе тата парнесемпе хавхаланнă ачасем çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн ырă ĕçсем кăна тума сăмах панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться
;