Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паттăр танкистсем шкул ачисемпе тĕл пулчĕç

Сентябрь уйăхĕнче танкист кунне уявлама йышăннăранпа кăçал хăйне евĕрлĕ юбилей – 60 çул - çитрĕ. 1946-мĕш çултан пуçласа çак уявра Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистсене хирĕç кĕрешсе паттăрлăх кăтартнă танкистсене саламласа чысланă. Историрен пурте пĕлеççĕ, Аслă Çĕнтерÿ кунне çывхартма вĕсем çапăçу хирĕнче сахал мар юн тăкнă, хăйсен пурнăçĕсене шелллемесĕрех тăшмансен танкĕсене хирĕç тухса вĕсене тĕп тунă. Нумайăшĕ юнлă вăрçă хирĕсенчен килĕсене, çывăх çыннисем патне таврăнайман. Шел пулин те, вăрçăран сывă-чĕрĕ таврăннисем те паянхи кун сахаллансах пыраççĕ. Акă, Аслă Отечественнăй вăрçăна хутшăннисем районта 220 çын кăна юлнă. Çак йыш çулсем иртнĕçемĕн чаксах пырать. Çавна май нимĕçсене хирĕç çапăçнă салтаксен, паянхи асаттесемпе кукаçисен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçа ан тухтăр тесен вĕсен аса илĕвĕсем ачисемпе мăнукĕсен асĕнче пурăнччăр. Акă, ветерансем çамрăксемпе тĕл пулса хăрушă кунсем çинчен калаçасси ырă йăла пулса тăчĕ. Çакă ачасенче патриотизм туйăмĕсене вăратма* чăн-чăн паттăрсем куç умĕнче тăни, вĕсен чуна çÿçентерекен аса илĕвĕсем çамрăксене мирлĕ пурнăç хакне ăнланма пулăшать.

Танкистсен кунĕ умĕн, вăрçă ветеранĕсем – Алексей Федорович Федоровпа Михаил Иванович Иванов – нумаях пулмасть, Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулма кăмăл турĕç.

Районти çар комиссарĕ В.В.Игнатьев ку тĕлпулун пĕлтерĕшĕ пысăк, вăл пуриншĕн те пăлхануллă пулнине палăртрĕ. «Сирĕн асаттесемпе мăн асаттесем пурнăçĕсене шеллемесĕр вут-çулăм тыткăнне мĕншĕн кĕрсе кайнине, пирĕн ăрăва тăшман чури пулассинчен хăтарнине çирĕп ăнланмалла. Вĕсем сирĕншĕн Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсен тĕслĕхĕсем пулччăр»,- терĕ вăл. Хăй 6-мĕш класра вĕреннĕ чухнех çар çынни пулма шухăш тытнăскер, ачасене те пурнăçра хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме шкултах хытă тăрăшмаллине, пысăк тĕллевсем лартмаллине çирĕплетрĕ.

Ватă танкистсен вара каласа памалли нумай пулчĕ. Алексей Федорович, акă, ача çуртĕнче ÿснĕскер, шкул çулĕсенче чăвашсен пĕрремĕш Совет Союзĕн Геройĕпе Винокуровпа тĕл пулнине, унăн халал сăмахĕсене халĕ те чĕрере упрать. Вăрçă çулне Курск пĕккинчен пуçланă А.Федоров тăшмана Раççей çĕрĕ çинчен хăваласа тĕрлĕ вырăна çитнĕ. Михаил Иванович Иванов та 17 çултах салтак аттине тăхăннăскер тăван киле 7 çултан иртсен çеç, 1950-мĕшĕнче çаврăнса çитнĕ. «Йывăрлăхра юлташăн пулăшăвне туйни вăй-хал панă, Тăван çĕршыв хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта пулнă пирĕншĕн. Çапла майпа туптарăмăр эпир çĕнтерĕве», - пулчĕç ветерансен сăмахĕсем. Çавăн пекех вĕсем ачасене спортпа туслă пулма, организма тĕреклетме, çирĕп салтаксем пулса Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме сĕнчĕç. Шкул ачисем ватă танкистсене тĕлпулушăн, аса илÿсемшĕн, ырă сăмахĕсемшĕн тав туса нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Районти çар комиссарĕ В.Игнатьев уявпа саламланă май, пирĕн çĕршыв ырлăхĕшĕн вăрçăра хăйсен салтак тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă танкистсене пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕ. Хальхи вăхăтра Раççее хÿтĕлекенсене ветерансен тĕслĕхне асра тытса Хĕç-пăшаллă вăйсен пĕлтерĕшне татах та çÿле çĕклеме сунчĕ.



13 сентября 2006
00:00
Поделиться
;