Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уй-хирте

Августăн 11-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем тĕш тырăсемпе пăрçă йышши культурăсене 12629 гектар вырнă е плана 94,6 процент пурнăçланă. МТС «Яушин» тата 32 гектар, «Гвардеецăн» 120, «Юнтапан» 20, «Правдăн» 60, «Родинăн» 40, «Лучăн» 30, «Агрохмельпе» «Знамя» хуçалăхăн 50 тата 30 гектар çинчи тыр-пула çапса тĕшĕлемелле. Çак вăхăта, районĕпе илсен, кĕрхи пÿлмесене 30309 тонна тырă хывнă. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 8522 тонна ытларах. Ахăртнех, кĕлетсене уй-хир ылтăнĕ ытларах кĕни кăçал унăн тухăçĕ (вăтамран кашни гектар пуçне 24 гектар) иртнĕ çулхинчен (18,9 центнер) пысăкрах пулнипе те çыхăннă.

Районти уй-хирте кĕрхи тырăсене 3112 гектар акнă. Агротехникăна пăхăнса аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ 800 гектар, «Янгорчино» 270, «Хорнзор» 100, «Знамя» 170, «Победа» 80, «Санар» 300 гектар хура çĕре шуратнă.

Çĕр улми пуссинче те хĕрÿ ĕç тапхăрĕ тăрать. Пĕтĕмĕшле илсен «иккĕмĕш çăкăра» 1308 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор», «Мураты» «Агрохмель» хуçалăхсем, «Вурнарская», «Кольцовка», «Санар» агрофирмăсем, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ çĕр улми кăларма тухнă. Вĕсем «иккĕмĕш çăкăра» 305 гектар çинчен пухса кĕртнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться
;