Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял çыннин пурнăçĕ лайăхлантăр

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен ĕç укçи хуларисемпе танлаштарсан чылай пĕчĕк. Çавăнпа ялти çынсене хушма хуçалăхсăр пурăнма йывăр. Выльăх-чĕрлĕх усрани, пахча çимĕç çитĕнтерни вĕсене кулленхи пурнăçра мĕн кирлипе тивĕçтерме пулăшать. Анчах та, ĕç çыннин аллинче укçа-тенкĕ çавах «выляса» тăмасть. Унăн çурт-йĕре те лайăхлатмалла (е çавăрмалла), тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакан ачисене те укçапа ытлăн-çитлĕн тивĕçтермелле, ăратлă выльăх-чĕрлĕх, техника туянмалла тата ыттисем те. Кун пек чухне, паллах, кредит илни тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшĕ.

Пирĕн районта кредит паракан «Илем» ял хуçалăх потребитель кооперативĕ май уйăхĕнчен пуçласа ĕçлет. Ăна Раççей Федерацийĕн граждан кодексĕпе, федерацин «Ял хуçалăх кооперацийĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн ял çыннисен пурнăç шайне ÿстерме йĕркеленĕ. Кредит илмелли йĕрке çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса пама эпир çак кредит кооперативĕн председательне Александр Михайлович Ильина ыйтрăмăр.

- Александр Михайлович, сирĕн патран мĕнле кредит илме пулать;

«Илем» ял хуçалăх потребитель кооперативĕнче 16 çултан пуçласа 75-е çитмен граждансем, çавăн пекех предприяти-организацисем кредит илме пултараççĕ. Вĕсен чи малтанах пайщик пулса тăма заявлени çырмалла, кĕмелли тата пай взносĕсем тÿлемелле. Кредит илмелли килĕшĕве  хатĕрлеме çак документсем кирлĕ: заемщикăн анкети, виçĕ уйăхри ĕç укçи виçи мĕн чухлĕ пулни çинчен справка (енчен кредит илекен ниçта та ĕçлемесен поручителĕн тупăшне шута илеççĕ), паспорт копийĕ, поручителĕн килĕшĕвĕ (кредит сумми 8 пинрен иртсен тата кивçен укçа илекен ĕçлемесен).

- Кредита мĕнле тĕллевпе параççĕ;

Кредит кооперативĕн чи шанчăклă пайщикĕсене укçа васкавлă кирлĕ чухне килĕшĕве пĕр кунтах хатĕрлесе 1 пинрен 8 пине çити параççĕ. Кивçен укçана йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерме – квартирăра е уйрăм пÿртре юсав ĕçĕсем ирттерме, тум-тир, сĕтел-пукан, стройматериал туянма, вĕренÿ заведенийĕсенче укçаллă вĕренекен ачасемшĕн тÿлеме тата ыт.те – 1 пинрен 50 пин, хушма хуçалăха тата предпринимательлĕхе аталантарма 1 пинрен 70 пин, фермер хуçалăхне аталантарма 1 пинрен 100 пин, строительство валли (кил-çурт, гараж, дача тума, уйрăм çуртра канализаци системине йĕркелеме тата ыт.те) 150 пин таран илме пулать. Кредита кооперативра укçан кăна мар, ял хуçалăх, йăла пĕлтерĕшлĕ таварсемпе тата выльăх-чĕрлĕхпе, чăх-чĕппе те тивĕçтереççĕ.

- Кооперативра укçана кредитла илме кăна мар, ăна перекете те хывма пулать. Çакăншăн миçе процент тÿлеççĕ;

Процент виçи мĕн чухлĕ пуласси пайщик укçана мĕнле вăхăта хывнинчен килет. Сăмахран, ăна перекете 3 уйăха хунăшăн 14 процент, 6 уйăха – 16 процент, 1 çула хывсан 18-21, 2 çула пулсан 25 процент тÿлеççĕ. Пенсионерсемпе студентсем валли процент виçи т пысăкрах. Е тата укçана 2 уйăхран кая мар хывсан пайщике тÿлемелли процент вырăнне кооперативри суту-илÿ сечĕ урлă кулленех кирлĕ таварсемпе тивĕçтерме пултараççĕ. Ку чухне процент виçи 25 таран ÿсет. Ку анчах та мар. Пирĕн организаци ял хуçалăх производствин продукцине те - çамрăк тата мăйракаллă шултра выльăха, сыснасене – перекете йышăнать. Ку чухне кредит кооперативĕ килĕшÿ срокĕ тухсан продукцишĕн укçине проценчĕпе пĕрлех тавăрса парать е процента кашни уйăхра е кварталта илсе пыма пулать. «Илем» кооперативпа çыхăну тытни çемье бюджетне пуянлатма кăна пулăшать.

Май уйăхĕнчен пуçласа паянхи куна пайщиксен шучĕ 65-е çитнĕ. Вĕсем кредитăн тĕрлĕ формисемпе усă кураççĕ. Пайщиксенчен 15-шĕ хăйсене укçи-тенкине 350 пин тенкĕлĕх перекете хунă. «Илем» кооператив хăйĕн членĕсене (бухгалтерсене) компьютерпа отчетсене дискета çине çырса парать тата вĕсене отчет тумалли бланксемпе, канцтоварсемпе тивĕçтерет.

- Александр Михайлович, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсен малашлăхĕ пирки мĕн шутлатăр;

Час-часах уйрăм çынсенчен, фермерсенчен хăйсем туса илнĕ продукцие сутаймасăр хăшкăлнине илтме пулать. Е пĕр-пĕр пĕлтерĕшлĕ ĕç тума вĕсен укçа-тенкĕ çитмест. Шăпах та çак чăрмавсене сирсе ялта ĕçлекенсен пурнăçне лайăхлатма тата вĕсене ялта тĕпленме пулăшас тĕллевпе ĕнтĕ Чăваш Республикинче «2006-2010 çулсенче ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем йĕркелесси çинчен» тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене 2010 çул тĕлне республикăра 153 çитерме палăртнă. Паллах, ăна кашни ял тăрăхĕнче йĕркелени тата пысăк усă парĕ, çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем те пулĕç. Эпир, акă, пуçаруллă çынсене хамăрпа пĕрле ĕçлеме чĕнетпĕр.

Пирĕн организаципе çыхăну тытас текенсене эпир хапăлласах çак адреспа кĕтетпĕр: Вăрнар поселокĕ, Советски урамĕ, 33 çурт.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться
;