Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Амăшĕн ĕмĕрлĕх ячĕпе

Виçĕмçул Айкăша урлă-пирлĕ çÿрерĕм. Петровсен тĕлĕнче вырăн тупса лартăм та – асилÿпе пĕрле куççуль капланчĕ.

- Кил хуçи çук ĕнтĕ, Витя килкелесе каять,- терĕ умран иртнĕ кинемей.

«Аннÿне пĕрмай асилетпĕр. Салам кала». Пирвайхи сăмахĕ курмассерен çаплаччĕ. «Çитетĕпех Айкăша, калаçăпăр»,- хавхаланатчĕ Мăн Явăшри аннем. Ватлăх кăкарнă картаран тухаймарĕç, юлашки çулĕсенче тĕл пулаймарĕç. Мĕн-ши вăл - кун-çул; Шутсăр ĕлĕкхи те ĕнерхи пек туйăнать. «Праски, ав, чупнă пек иртрĕ»,- тетчĕ илĕм-тилĕм вăранакан мамак (кукамая çапла чĕнеттĕмĕр). Кааç кÿлĕм каллех асăрхатчĕ: «Чан çапма хыпхаланнăн таврăнать». Праски аппа, ялсен кĕçĕн тухтăрĕ, Айкăшпа Малти Ишек хушшине çĕмрен-çиçĕм ăси пек хутланă.

Сайра-ăнсăрт курнăçуран тĕллĕн асра юлни – васкаварлăхĕ, тараватлăхĕ, чăвашла капăрлăхĕ. Чун-чĕрин ăш-пиллĕ Чиперлĕхĕ сăн-питне уççăн çапса тăратчĕ. Ватăлма пĕлмерĕ. Куçĕсем пиçсе çитнĕ анис улмасен çийĕпе хунă утмăлтурат чечекĕ пек тасаччĕ те чĕп-чĕр çутă кăвакчĕ. Лăш курмасăр ĕçлерĕ. Пурĕ пĕр çурхи çут çанталăк евĕр эреветлĕччĕ. «Маншăн пурăнчĕ»,- ывăлĕн тăтăш калакан сăмахĕ.

Тепĕр Витя, кайран тĕнче чемпионне тухнă В.Андреев, пире, кĕçĕнреххисене, хăйсен садçпахчине хăяр е панулми вăрлама ертсе каятчĕ. Лева Маркеловсен умĕнчи тÿпемре алли-урине çил арманле хĕреслесе выртатчĕ те пире арифметика вăййипе асаплантаратчĕ. Вăл шкулта çеç мар вăйлă математик шутланнă. Витя Петров çавăн чухнех ÿкерме юратнă. Шутлав урокĕпе халтан кайсан Катук Кенетилĕнче урам варринчех чукунпа панулми пĕçереттĕмĕр.

Куна мĕншĕн каларăм; Праски аппа пирĕн тĕлтен нихăçан та чарăнмасăр иртмен. «Пурте сывах-и; Ну-ка, мана куçран пăхăр-ха;..» Хăтăратчĕ хушăран. Вăрçă чарăнман-ха ун чухне...

Виçсĕмĕр кăна мар аттесĕр ç тăлăххăн ÿсрĕмĕр. Тĕнче çÿллĕшне çĕкленнĕ художникăн хушаматĕнче Амăшĕн ячĕ мала тухрĕ. Айкăшсемех тавçăруллă каланă. Венгрсем – сĕм аваллăхран юлнă тăванлăх юнĕ систернĕ-ши; - çав ята ăна ĕмĕрлĕх пиллесе çирĕплетнĕ. Юлташăм тĕнче тăрăх çул çÿреве тухнă чух халь те-ха Амăшĕ малта пынăн туйăнать...

Тен, пурте илтмен – калам-ха. Художникĕн Венгрире пульницана лекмелле килсе тухнă. Мадьярсен йăли-йĕркипе чирлĕ çыннăн карттинче амăшĕн ятне çырмалла-мĕн. «Аннÿ мĕн ятлă;» «Праски». Кĕнекере шултăран «Праски Витти» тесе кăтартаççĕ.

- Çакăн хыççăн мĕнпур картинăсене çав ятпа алă пусма тытăнтăм.

Амăшне ÿкерсе сăнарлама ĕмĕрĕ тăршшĕпех хатĕрленнĕ вăл. Анчах çав портрет килĕнче мар, Чăваш çĕрĕнче те мар – питĕ катара упранать. Сăлтавне художник акă епле ăнлантарать: «Анне портретне ют патшалăхсенче пăхакансем шăпăрт-шăпăрт тăнă хыççăн вăрахчен калаçса сÿтсе явнине кăсăкланса сăнаттăм. Тĕпчетчĕç те – аннен, чăваш хĕрарăмĕн йывăр шăпи-пурнăçĕ, кулленхи хуйхи-суйхи, ăраскалĕ-савнăçĕ, чун-чĕрин пуянлăхĕпе ĕмĕчĕсем çинчен каласа параттăм. Испанири Барселонăри тăрса юлчĕ ман «Анне портречĕ...»

Çăмăл пулман ăна унта хăварма. Анчах Шупашкарти выставкăсемпе музейсенче йышăнманни те шухăшлаттарнă. Халь ĕнтĕ пĕтĕ тĕнче курать Праски Виттин амăшне. Пĕтĕм Чăваш хĕрарăмĕпе Чăвашлăхăн Амăшне... Сутман. Ыр кăмăллăн пилленĕ. Кÿренмен уншăн Праски аппа - Перасковья Ананьевна Ананьева.

Художник чăваш ятне пĕтĕм тĕнче анлăшне кăларасшăн. Хамăрăн культурăна тĕнче культурипе пĕрлестересшĕн. «Америкăра, Германире, Болгарире, Венгрире чаплă художниксемпе пĕрле ĕçлеме тÿр килчĕ. Кашни ÿкерчĕкпе сыв пуллашни анне сăнарĕпе вăхăтлăха сыв пуллашнă пек йывăр. Анчах хамăн вăйлăрах ĕçсене ют çĕрте те кăтартас килет. Музейсенче, уйрăм çынсен килĕсенче хăварас килет...»

- Пултарулăхра мана анне сăнарĕ, тăван халăх сăнарĕ пулăшать,- тет вăл.

Вăрнарта пĕлтĕр пулчĕ ку. Виталий ман Чĕмпĕртен çитнĕ хĕрĕмпе мăнукăма хăйĕн выставкипе паллаштарчĕ. Çула тухма машини кĕтсе тăнă çинчех калаçрĕ те калаçрĕ. «Чăвашсен капашсăр аслă та илемлĕ тĕнчине кĕрсе куртăмăр!» - терĕç тĕлĕннĕ ачамсем.

Вăл 1968 çулхи августăн 27-мĕшĕнче алă пусса парнеленĕ кĕнекене алла илтĕм. «Алексей Решетов. Белый лист». Сăвăсен пуххине ÿкерчĕксемпе пуянлатнăшăн ăна Пермьри кĕнеке издательстви 1-мĕш премипе хавхалантарнă. «Эс Айкăш та, Ишек те. Эп Айкăш та, Явăш та. Камсем эпир;» - терĕм. «Чăвашсем эпир! Ĕмĕрлĕхе Чăваш çĕрне таврăнтăм!» - пулчĕ хуравĕ. Ак ĕнтĕ, паллă-чаплă ÿнерçĕн паллă юбилейĕ алăка килчĕ. Виталий Петровичпа Лидия Михайловнăна, тава тивĕçлĕ ятсемпе çÿрекен сумлă мăшăра, чунтанах, татах та татах ăнăçуллă, телейлĕ пултарулăх сунас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 сентября 2006
00:00
Поделиться
;