Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мурманск хулине - çĕрулми

«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕ уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлесе пырать. Ял ĕçченĕсем 480 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра, типтерлĕ пухса кĕртрĕç. Гектар тухăçĕ 30 центнертан та иртет. Хуçалăх вырса çапнă улăма рулонсем туса çийĕнчех пухса пычĕ, çĕртме тумалли задание чыслăн пурнăçларĕ, 170 гектар çине кĕрхи тырăсем акса хăварчĕ.

Хуçалăхра çĕрулми кăларасси те вĕçленсе пырать. Ăна, 100 гектар çине лартнăскерне, паян-ыран кăларса пĕтереççĕ. Ĕç хăвăртлăхĕ çăкаллă-явăшсем кăçал Германирен çĕр улми кăлармалли çĕнĕ комбайнпа сортировка туяннинчен те нумай килет. Çĕнĕ техникăна Владислав Волковпа Михаил Владимиров тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Çăкаллă-явăшсене çĕр улми кăларнă çĕрте Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекенсем те пысăк пулăшу параççĕ.

«Иккĕмĕш çăкăра» кăларнă хыççăнах тĕрлĕ регионсене ярсах тăраççĕ. Сăмахран, явăшсем Çурçĕр Тинĕс Çар Флочĕ валли Мурманск хулине 350 тонна çĕр улми ăсатрĕç те ĕнтĕ. Ăна, 12 пин ещĕк çине тултарса, инçе çула вагонсемпе ярса пачĕç.

Вăрнарти чукун çул станцине çĕр улми турттарнă çĕрте Олег Петров, Александр Федоров, Сергей Петров водительсем тата Петр Красновпа Геннадий Михайлов трактористсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.

- Ан тив, эпир çитĕнтернĕ пысăк тухăçлă, техĕмлĕ çĕр улми Çурçĕр Тинĕс Çар Флотĕнче службăра тăракан моряксемпе офицерсене çĕнĕ вăй парса тăччăр,- теççĕ Çăкаллă Явăшра çĕрулми çитĕнтерекенсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 сентября 2006
00:00
Поделиться
;