Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Николай Кириллов – Вăрнар районĕн хисеплĕ гражданинĕ

Ветеринари наукисен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин Наука тата искусство наци академийĕн член-корреспонденчĕ, академикĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 120 ытла наука ĕçĕсен - çав шутра 2 монографи тата 7 учебник – авторĕ. Пирĕн ентеш, Авруй ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Кириллович Кириллов, çак сумлă ятсене ăслăлăхĕпе, пысăк ĕçченлĕхĕпе, ăсталăхĕпе çĕнсе илнĕ.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ пулнă май, Николай Кириллович районăн ял хуçалăх тытăмне аталантарассине калама çук пысăк тÿпе хывать. Унăн пулăшăвне туллин туйса тăнăран, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем иртнĕ черетлĕ сессире Н.К.Кириллова «Вăрнар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята пама пĕр саслăн йышăннă.

Николай Кириллович Кириллов Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче, Н.Э.Бауман ячĕллĕ Хусанти патшалăх ветеринари институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Тĕрлĕ çулсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн зооинженери факультечĕн деканĕ, вĕрентÿ ĕçĕн проректорĕ пулнă. 1991 çултанпа асăннă аслă шкулăн ректорĕнче тимлет. Вăлах - «Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ» обществăлла организаци правленийĕн председателĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 сентября 2006
00:00
Поделиться
;