Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Трактор» операци пĕтĕмлетсе

«Трактор» операци-уйăхлăха Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем тата ытти техника мĕнле лару-тăрура пулнине тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ. Операцие патшалăх техника асăрхавĕн Красноармейски районĕнчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Ю.Агатьев тата районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем те хутшăнннă.

Уйăхлăх вăхăтĕнче чи малтанах тракторсем, вĕсен прицепĕсем, ытти хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем регистраци правилисене пăхăннине, вĕсем патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, юсавлăхне, кивелнĕ машинăсене тупса палăртассине, транспорт налукĕ вăхăтра тÿлессине, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ĕçлеме çынсен документсем пуррине тĕпе хунă.

Районта пурĕ 217 техника – тракторсем, вĕсен прицепĕсем, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр, строительство машинисем, выльăх апачĕ хатĕрлекен тата тырă выракан комбайнсем – тĕрĕсленĕ. Çав шутран 13-шĕ юсавлă мар пирки çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн, 16-шĕ техника хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăснине тупса палăртрăмăр.

Уйрăммăн илес пулсассăн, акă, «Гвардеец», «Правда», «Родина», «Знамя труда», «Юнтапа», «Мир» агрофирмăра, ял хуçалăх техникумĕнче, «МТС «Яуши», «МТС» кооперативсенче техосмотр витĕр кăларман тата юсавлă мар хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе усă курни, тракторист-машинистсен удостоверенисем, вăл е ку категорири техникăпа çÿреме регистраци докуменчĕсем çукки курăнчĕ. Комисси патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе, вĕсен прицепĕсемпе усă курмачарнă, патшалăх номер знакĕсене каялла илнĕ. Çул-йĕр, техника хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăснăшăн 26 тракторист-машиниста, тата юсавсăртехникăпа усă курма ирĕк панăшăн 8 хуçалăх ертÿçипе штрафланă.

«Трактор» операци-уйăхлăха ирттернĕ чух хуçалăхсенче вăй хуракан хăш-пĕр çынсем ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнманни те палăрчĕ. «Правда»  кооперативра (ертÿçи В.Иванов, тĕп инженерĕ Р.Ананьев) виçĕ тракторист ĕç вăхăтĕнче ÿсĕр пулнă. Алькогольлĕ Шĕвексене ĕçни ырă тумасть. Производствăра инкек-синкек тухнин тĕп сăлтавĕ шăпах ĕçлекенсем сывă пурнăх йĕркине пăхăнманни. Çавăнпа та кашнийăн хăйне шанса панă ĕçе чыслăн, яваплăха туйса пурнăçламалла. Ун чухне кăна çитĕнÿ тума пулать.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 сентября 2006
00:00
Поделиться
;