Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçченлĕхпе пуçарулăх - ÿсĕм çăл куçĕ

Уйăх каялла кăна «Санар» агрофирмăна кĕрсен тинĕс пек сарăлса выртакан сарă тыр-пул уйĕсем куçа илĕртетчĕç пулсан халĕ вара – ем-ешĕл, пĕр тикĕс шăтса кĕр тыррисен калчисем. Кăçал санарпуçсем кĕрхисене пĕлтĕрхинчен 189 гектар ытларах акнă. Усă курмасăр выртакан çĕрсем сахалланса пырсан уй-хирсенче çум курăк та ашкăрмĕ, вĕсенче акнă-лартнă ял хуçалăх культурисенчен тупăш илесси те ÿсĕ,

«Санар» агрофирма – районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта вăй хуракансем ÿсен-тăран отраслĕнче кăна ĕçлесси те республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ. Кăçал, сăмахран, çĕр улмие тата тĕш тырăсене çĕнĕ технологисемпе усă курса туса илессипе çыхăннă. Республикăри семинар-канашлу та агрофирмăра иртнĕ. Хăнасем санарпуçсен паха опычĕпе паллашнă хыççăн вĕсене ĕçченлĕхĕпе хастарлăхшăн мухтанă, хăйсемшĕн тĕслĕх пулса тăнине палăртнă.

Ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума агрофирма ĕçченĕсене çĕр-аннемĕре хисеплени, агротехникăна пăхăнса ĕçлени пулăшать. Тата хуçалăх тилхепине те Р.Петров çирĕп тытса пырать. Çавăнпа та санарпуçсем ял хуçалăх культурисенчен çулсерен пысăк тухăç илеççĕ. Кăçал та агрофирмăра тыр-пул та, «иккĕмĕш çăкăр» та ăнса çитĕннĕ. Тырра кашни гектартан вăтамран 37 центнер (уйрăм лаптăксенче – 61!) пухса илнĕ. Çĕр улмин тухăçĕ те аван – 286 центнер. Ахăртнех, тĕш тырă, çĕр улми вăрлăхĕсене туса илессипе тĕллевлĕ ĕçлени паха «çимĕç» паратех.

Паллах, ял хуçалăхĕнче ĕç кал-кал пырасси техникăран нумай килет. Ахальтен мар ăна «ял хуçалăх чĕри» тетпĕр. «Санарта» машинăпа трактор паркне пуянлатассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ – кивĕ техника çине шанăç сахалтарах. Çавăнпа çĕнĕ йышшисене туянни энерги ресурсĕсене перекетлесси, ял хуçалăх культурисен хăй хаклăхне чакарать»,- тет хуçалăх ертÿçи Р.Петров.

Çĕнĕлле ĕçлесе, вăхăт тапипе тан утса кăна малалла аталанма пулать. Акă, агрофирмăри çĕр улми кăларса пуçтаракан «Гримма-DR-1500» иккĕмĕш çăкăр пуссинче питĕ яваплă ĕçлет. Вăл кунне 5 гектар таран çĕр улми кăларса пуçтарма пултарать. Çĕнĕ техникăна Л.Харитонов сĕм çĕрлечченех тухăçлă ĕçлеттерет. Кун пек чух ĕç вăйĕ çитмест тесе сăмах та ан пуçар. Комбайн 100 çынна ылмаштарать. Ун çинче тăваттăн кăна ĕçлеççĕ - çĕрĕк çĕр улмие, тăпра муклашкисене иртеççĕ. О.Карпов, В.Траков, А.Петров, М.Егоров водительсем «иккĕмĕш çăкăра» Германири “Grimme” фирма кăларнă çĕр улми сортламалли сĕтел патне вăхăтра турттараççĕ. Кунта агрегат уй-хир пуянлăхне виçĕ сорта уйăрать. Тулнă михĕсене палăртнă вырăна алăпа йăтса тиемелле мар. Ку ĕçе анчахрах туяннă “MITSUBISHI” автопогрузчик пурнăçлать.

Ĕçе механизацилени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял çынсене ĕçлеме условисем лайăхланаççĕ, хуçалăх та сулмаклăн малалла аталанать.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 сентября 2006
00:00
Поделиться
;