Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пушар хăрушлăхĕпе çыхăннă вĕренÿсем

Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче районта гражданла хÿтĕлев уйăхлăхне ирттернине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унăн программи пуян. Уйăхлăх вăхăтĕнче çынсем чрезвычайлă лару-тăрура хÿтĕленме мĕнле хатĕррине, хăрушлăха хирĕç тăма пултарнине тĕрĕслеççĕ. Çавна май чрезвычайлă лару-тăрура çул-йĕр çинче тата транспортра хăйсене мĕнле тытмаллипе пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă вĕрентÿсем ирттереççĕ.

Палăртмала, уйăхлăх ĕçне районти вĕрентÿ учрежденийĕсем те активлă хутшăнаççĕ, гражданла оборона ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Нумаях пулмасть Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсемпе тата учительсемпе тĕл пулчĕç. Пушар сÿнтерекенсем вĕренекенсен тата учительсен командисем хушшинче автомашинăран хăвăрт шыв парассипе (боевое развертывание) ăмăртусем йĕркелерĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса ачасем ăмăрту вăхăтĕнче хăйсем ку тĕлĕшпе яваплăха туйнине кăтартрĕç.

Тупăшу пĕтĕмлетĕвĕсем çакнашкал пулчĕç: 1-мĕш вырăнта - 10-мĕш класра вĕренекенсем, иккĕмĕшĕнче - вунпĕрмĕшсем. Ăмăртăва хутшăнă учительсен команди те диплома тивĕçрĕ.

Каласа хăвармалла, тĕрлĕ классенче ирттернĕ викторина та ку шкулта вĕренекенсем пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пĕлнине, вĕсене пăхăнса пынине çирĕплетнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 сентября 2006
00:00
Поделиться
;