Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерес тесен хăвăн вăйна шанмалла

ăнăçу вара спортра çеç мар, пурнăçра та сан çулна çутатĕ, - терĕ «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен çăмăл атлетика эстафетие уçнă май Аркадий Соловьев генеральнăй директор-тĕп директор. Çавăн пекех вăл хăйĕн сăмахĕнче асăнса ăмăрту çуллен çул вăй илсе пынине тата унăн ят-сумĕ çĕкленнине палăртрĕ.

Кăçалхи 68-мĕш хутчен иртекен эстафетăна  «чăваш спортсменĕсен кĕçĕн олимп вăййисем» тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен вăл çĕнтерÿ патне ăнтăлма вĕрентекен чупу çеç мар, харпăр-хăй вăйне, кăмăл çирĕплĕхне тĕрĕслекен ăмăрту пулса тăчĕ.

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, спорт çемйисен, пĕтĕмĕшле тата вăтам шкулсен, професси училищисен, техникумсен, яллă районсен, ĕç тăвакан влаç органĕсен, район-хула администрацийĕсен 150-на яхăн командине пуçтарчĕ 2006 çулхи эстафета. Сывă пурнăç йĕркин тата «Советская Чувашия» хаçатăн чăн тусĕсене Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ М.Михайловский, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ В.Краснов, олимп чемпионкисем Е.Николаевапа В.Егорова саламларĕç. Чăваш ен пуласлăхĕ сывлăхлă çынсен аллинче пулнине палăртрĕç.

Вулаканăмăрсене хамăр район спортсменĕсен çитĕнĕвĕсемпе ку хутĕнче те савăнтарма питех кăмăллă. Кăçал асăннă эстафетăна «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнчи ĕçлекенсем те пуçласа хутшăнчĕç. Тÿрех палăртмалла – питĕ ăнăçлă. Пур тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсен ушкăнĕнче редактор çумĕ-яваплă секретарь Светлана Чикмякова тата Руслан Волков водитель-фотокорреспондент 2х400 эстафетăра бронза призерсем пулса тăчĕç. Апла хаçат ĕçченĕсем массăллă спорт мероприятийĕсене тĕплĕн çутатма çеç мар, хăйсем те ырă тĕслĕх кăтартма пултарнине яр уççăн çирĕплетрĕç.

Çемьесен ушкăнĕнче районти «спорпа чи туслă çемье» ята тивĕçлипе çĕнсе илнĕ Ларисăпа Сергей Политовсем тата вĕсен ывăлĕ Коля пĕрремĕш, спорт ветеранĕсен ушкăнĕнче С.Политовран, Г.Павловаран, А.Владмировран, Н.Лаврентьеваран тата В.Афанасьеваран тăракан команда иккĕмĕш, район-хула администрацийĕсем хушшинче С.Павлов, Г.Павлова, А.Владимиров, Н.Лаврентьева, В.Прокопьев иккĕмĕш пулчĕç. Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Аçăмçырминчи, Калининăри шкулсем чи вăйлă вунă команда йышне кĕме пултарчĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе Вăрнар районĕ тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 сентября 2006
00:00
Поделиться
;