Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял библиотекисене - çĕнĕ кĕнекесем

Модельлĕ библиотекăсем уçни çĕнĕ пурнăçа тунă утăмпа танах, çакă культура шайне çÿллĕрех шая çĕклеме май пачĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ, Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви республикăра вулав çурчĕсене аталантарассине пысăк тÿпе хывни куçкĕретех.

Нумаях пулмасть, акă, районти тĕп библиотекăна ялсенчи тĕслĕх библиотекăсем валли çĕнĕ литература килсе çитрĕ, вăл шутра - кĕнекесен тăхăр комплекчĕ, CD тата DVD дисксем.

Кĕнекесем хушшинче вулакансен ăс-тăнне анлăлатакан хăшпĕр кĕнекесене уйрăмах палăртмалла, вĕсем - искусство, культурологи, маркетинг, экономика тата бизнес енĕпе çырнă кĕнекесем, энциклопедисем. Кĕçĕн çулхисем валли те сахал мар кĕнеке килсе çитрĕ. Ача-пăча писателĕсен произведенийĕсемсĕр пуçне интеллекта аталантаракан кĕнекесем те пур.

Библиотека фончĕсем çавăн пекех естествознани, математика, хими, биологи, домоводство предмечĕсене вĕренме пулăшакан CD тата DVD дисксемпе пуянланчĕç.

Çĕнĕ литературăпа кĕçех Малти Ишекри, Пăртасри, Вăрманкасри, Ярмушкари, Кульцаври, Уйкас Кипекри, Кивĕ Мĕлĕшри, Аçăмçырминчи, Упнерти, Çавалкассинчи ял библиотекисем пуянланчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
26 сентября 2006
00:00
Поделиться
;