Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Чĕреме ачасене паратăп»

Çак ятпа иртнĕ кăçал шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем профессиллĕ уявĕ. Кĕçĕннисене пуçламăш пĕлÿ никĕсне илме, ăс-тăн аталанăвне çирĕплетме пулăшакансене район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Иванов, вĕрентÿ ĕçченĕсен районти профсоюз пĕрлешĕвĕн председателĕ Е.Карпова, Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ В.Львов саламланă, ку ĕçре чылай çул улшăнмасăр, тÿрĕ чунпа тимлекенсене наградăсемпе чысланă.

«Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Н.И.Федорова тивĕçнĕ. Поселокри 3-мĕш «Ромашка» ача сачĕн заведующийĕ С.И.Николаевана тата 5-мĕш «Рябинка» ача сачĕн ; Н.П.Капралована çак паллăн удостоверенийĕсемпе чысланă.

Республикăн Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе Çавалкасри тата поселокри «Солнышко» ача сачĕсен заведующийĕсене М.И.Виноградована тата С.В.Клементьевана, поселокри «Сеспель» ача сачĕн музыка руководительне Т.М.Павлунинана, «Рябинка» ача сачĕн воспитательне Л.Ф.Дмитриевана наградăланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 сентября 2006
00:00
Поделиться
;