Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей финалне тухнă

Иван Сладков – пĕрремĕш, Артем Владимиров – пиллĕкмĕш. Çакăн пек ăнăçлă результатсемпе таврăннă Вăрнар каччисем Ульяновскра ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ Атăлçи Федераци округĕн первенствинчен.

Андрей Павлов тата Юрий Львов тренерсем патĕнче кĕрешÿ ăсталăхне туптакан Ваня Сладков (Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренет) 42 килограмчченхи виçе категорийĕнче тупăшнă. Ку ушкăнра кавир çине пĕтĕмпе 23 кĕрешÿçĕ тухнă. Пĕрремĕш вырăн йышăннисĕр пуçне Ваня чи лайăх техника кăтартма пултарнă. Çапла çамрăк спортсменăн çитĕнÿ енчĕкĕ тата тепĕр ылтăн медальпе, дипломпа, кубокпа тата ятарлă парнепе пуянланнă.

Ку кăна мар, иртнĕ кунсенче Ваньăна тата тепĕр парне кĕтрĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе районти федерацин президенчĕ – Вăрнар райпо канашĕн председателĕ Владимир Николаевич Федоров çамрăка сумлă ăмăртуран пысăк çитĕнÿпе таврăннă ятпа саламларĕ, парне кÿчĕ, умра кĕтекен тата та пысăкрах пĕлтерĕшлĕ турнирта – Раççей финалĕнче - çĕнтерме ăнăçу сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 сентября 2006
00:00
Поделиться
;